«Тантăш» 35 (4397) №, çурла 28

28 Çурла, 2014

Çулла иртет пулмалла...

Кĕçех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Вĕренекенсем каникулта тусĕсемпе учительсемшĕн тунсăхланă пуль тесе шухăшлатпăр.Çавна май районти шкулсенче ăс пухансенчен те шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлтĕмĕр. Хуравĕсене вара хаçат страницисенче тупса вулăр.

Хăюллă та тавçăруллă Люся

«Паттăрлăх» рубрикăра хăюллă та тавçăруллă Люся Герасименко пионерка хастарлăхĕпе малалла паллаштаратпăр.

Пиччесемсĕр... çитмĕл çул ытла...

Хаяр вăрçă ахрăмĕ пурне те пырса тивнĕ. Арăмсене тăлăх, амăшсене ачисемсĕр хăварнă. Йĕпреç районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакан Елена Васильевна Ефремова виçĕ пиччĕшĕнчен пĕрне те вăрçăран кĕтсе илеймен.

Конкурс!

Илемлĕ чăваш литературин классикĕ Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 2015 çулта 125 çул çитнине халалласа «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» сăмахлăхпа ÿкерÿ пултарулăхĕн конкурсне ирттерессине пĕлтеретпĕр. Тĕплĕнрех – 8-мĕш страницăра.

Диеты и похудение

Теги: