Пĕр талăкра 5 пушар тухнă

1 Кăрлач, 2020

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, юлашки талăкра 5 пушар шута илнĕ.

Раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче каçхине Етĕрнере 35 çулти хĕрарăмăн мунчи çунма пуçланă. Сăлтавĕ кăмака хутнă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнипе çыхăннă. Çакна пулах Тăвай салинчи пĕр хуçалăх мунчинче те хĕрлĕ автан «ташлама» пуçланă. Вăрнар поселокĕнчи пĕрене мунча та хыпса илнĕ. Унăн хуçисем мăрьене вăхăтра тĕрĕслемен.

Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче 1 сехет иртсен Шупашкарти Гладков урамĕнчи «Ярмарка» пасарĕнчи суту-илÿ павильонĕсем çунма тытăннă. Çулăм 450 тăваткал метр лаптăкра алхаснă. Çавна май 16 суту-илÿ павильонĕ кĕлленнĕ.

Шупакар районĕнчи Янашкассири хĕрарăмăн пĕр пÿлĕмлĕ хваттерĕнче пушар тухнă. Çулăм сĕтел-пуканпа япаласене сиенленĕ. 2019 çулта республикăра 1643 пушар пулнă. Вăл 72 миллион ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Вут-çулăмра 70 çын пурнăçĕ татăлнă, 100-ĕн суранлăннă. 153 çынна çăлма май килнĕ.

Комментари хушас