- Чăвашла верси
- Русская версия
Тăлăх арăм
Алиса пахча вĕçĕнче каю çулатчĕ. Сасартăк хăй патнелле хирĕçле пурăнакан Тарье аппа хыпаланса утнине асăрхарĕ те алли çыхланнипе çави те итлеми пулчĕ. Кÿршĕ хĕрарăмĕ мĕн шухăшпа вашлатса килнине тÿрех ăнкарчĕ-ха, кун пек лару-тăру сиксе тухасси пирки лешĕн упăшки эрне каяллах асăрхаттарнăччĕ. Алиса çулла хăй ÿстернĕ пахча çимĕçе, сĕт юр-варне хулана кайса сутать. Ятарласах ир пулакан купăстапа çĕр улми, кишĕр нумайрах лартать. Утă уйăхĕн вĕçнелле ку çимĕçсем шултраланаççĕ. Пĕррехинче ирхи 4 сехетрех лавккана тавар турттарма каякан кÿршĕн машинипе усă курма шухăшларĕ.
Упăшки виличчен вĕсем пĕр çемьери пекех пурăнатчĕç. Ăста алăллă Миша патне ун чухне ялĕпех утатчĕç çав. Кÿршĕри Борис та çĕнĕ пÿрте часрах хута ярас тĕллевпе юлташне тăтăшах чăрмантаратчĕ. «Хăй пăта та çапса курман. Çын тунипе пурăнма хăнăхнă», - мăкăртататчĕ Мишăн ватă амăшĕ. Анчах ывăлĕ унăн сăмахĕсене хăлхана чикместчĕ. «Пĕр-пĕрне пулăшнăшăн алă хăрас çук. Тепĕр чухне хамăрăн та çын куçĕнчен пăхасси пулĕ», - малтанлăха хÿтĕлетчĕ ăна Алиса. Шкап пуçтарса лартма та, чÿрече-алăк вырнаçтарма та, люстра çакма та, карта-хуралтă юсама та пĕр турткаланмасăрах тухса утатчĕ вăй питти арçын. Килте çамрăк арăмĕ хăйшĕн тунсăхланине, чăтăмсăр кĕтнине сисместчĕ-тĕр. Кÿршĕсем ĕçлесе пулăшнăшăн лайăх хăналаса яратчĕç. Ÿсĕр арçын килне таврăнсан мăшăрĕ пĕçернĕ апата ас тивсе те пăхмастчĕ, тÿрех вырăн çине тÿнетчĕ. Çапла ялти çыншăн тăрмашсах ĕçкĕçе тухрĕ.
- Бориспа иксĕрĕн хушшинчи хутшăнусем çинчен каласа пар-ха. Тахçанах тĕл пулма пуçланă-и? - кÿршĕ хĕрарăмĕн хаяр сасси Алисăна аса илÿсен тыткăнĕнчен вăратрĕ. - «Ирпе иккĕш тухса каяççĕ, ĕç хыççăн та пĕрле таврăнаççĕ. Кунĕпех пĕрле çÿреççĕ ĕнтĕ. Эсĕ вара нимĕн те шарламастăн. Куç умĕнчех упăшкуна туртса илет вĕт», - терĕç автобусри хĕрарăмсем. Эсир манран ял кулли тума шухăшларăр-и?
- Тарье аппа, лăплан-ха. Пирĕн хушăра туслăх çеç пулнă-çке. Борис пиччепе 3 кун пахча çимĕç хурса кайрăм. Çула май. Уншăн укçа тÿленĕ. Тепĕр чухне çул çинче утнине курсан киле лартса килетчĕ. Анчах çынсем шухăшласа кăларнă пек урăхла хутшăнусем çук пирĕн хушăра. Вăл мана çеç мар, ялти ытти çынна та ыйтсан пулăшать. Упăшка чĕрĕ чухне нимĕншĕн те сăмахламастчĕç, вăл пурне те кирлĕччĕ. Халĕ Миша çук та, ман çинчен темле элек те сарма юрать ĕнтĕ. Эпĕ суту-илÿре аппаланса тупăш тума, ывăлăмсене ытлă-çитлĕ ÿстерме ăнтăлни килĕшмест хăшĕ-пĕрне. Мăшăрне çухатнă хĕрарăм куляннипе эрех лачакине путасса кĕтеççĕ-тĕр. Мал ĕмĕтлĕ çын кăмăлне хытарса ачисен пуласлăхĕшĕн тар тăкни ăмсантарса вĕчĕрхентернĕрен ăна ура хурса такăнтарма тăрăшаççĕ. «Тăлăх арăма шăши те хÿрипе çапса хăварать», - тесе ахальтен каламан çав, - куççульне тытса чараймарĕ вăтăрти хĕрарăм. - Çынсем пире вăрçтарас тĕллевпе юри сăмах кăларнине ăнкармастăр-им?
- Ара, ял кулли пулас килмест-çке. Манăн Борис ют хĕрарăмпа çыхланмасăр пурăнаймасть-ха. Киревсĕр йăлипе çамрăк чухнех чуна илнĕ. Хăшĕ-пĕрне хамăрăн пахча хыçнех лартса килетчĕ. Çапах айккинче уйăхран ытла йăпанаймастчĕ. Хĕрарăм ăна хăвăрт йăлăхтарать, вара каллех çĕннине шырать. Сан çумра мĕн тупнă-ши тата: сăн-кĕлеткÿ арçынна илĕртмелĕх çук. Ху вăйпах çыпăçатăн-и? Ытлашши ан тăрмаш, вăхăтна сая ан яр. Килти выльăх килех таврăнать. Çакна çамку çине яланлăхах картса хур!
- Мĕскер эсир? Тепĕр тесен, хамран 18 çул аслăрах Бориспа çыхланмасăр ман валли çамрăкрах арçынсем юлман-им? Савăшушăн антăхакансем тăп туллиех. Ĕлĕкхи тусăмсем те шăнкăравласа йăлăхтарчĕç. Хам килĕшсен паянах качча илме хатĕрри те пур. Анчах манăн пуçа кун пек шухăшсемпе пăтратма вăхăт та, кăмăлăм та çук. Пĕччен çыннăн ĕç нумай, - хăйĕн ку темăпа урăх калаçас килменнине систерсе Алиса çавине лапаткалама пуçларĕ.
- Ну, юрĕ. Эсĕ манпа урамра та сăмах хушми пултăн, кунта та калаçасшăн мар эппин. Бориса курсан вара уйрăлма пĕлместĕн. Урам варринчех çур сехете яхăн пуплетĕр-çке, тăр кăнтăрлах мана асăрхамастăр, - тулхăрма чарăнаймарĕ хĕрĕнкĕ хĕрарăм.
- Борис пиччене ывăлăн велосипедне юсаса пама ыйтнăччĕ, мĕнле япаласем туянмалли çинчен канашланăччĕ, - тÿрре тухма хăтланни ытла килĕшÿсĕр туйăннăран Алиса пичĕ тăрăх юхса аннă тăварлă куççульне саппун вĕçĕпе шăлчĕ те паккус салатма пуçларĕ. Кÿршĕ хĕрарăмĕ те çаврăнса утрĕ.
«Эх, хăвăра ырă тунине ытла та хăвăрт манатăр-çке. Эпĕ вăхăтра пысăк укçа парса пулăшман тăк руль умĕнче çывăрса кайнипе çынна таптаса вĕлернĕшĕн суд тенкелĕ çине ларнă ывăлăра та тĕрмерен хăтараймастăрччĕ. Мăшăру халĕ те машина юсамалли е штраф тÿлемелли тупăнсан манранах кивçен ыйтать. Эсĕ унăн йывăрлăхĕсем çинчен пĕлсе те юлмастăн. Упăшку хăвна пăшăрхантарас мар тесе тăрăшнине сисместĕн. Вăл авă аякран килнĕ вырăс каччине киле кĕртнĕ хĕрне уйрăм хваттер туянса парас тĕллевпе ĕç хыççăн пĕлĕшĕсем валли мĕн те пулин турттарса хушма тупăш тума ăнтăлать.
Миша пурăннă чухне йăпăлтатса кăна тăраттăр. Халĕ манран усси сахалрах ĕнтĕ. Çавăнпах çын шутĕнчен кăлартăр. Унччен Борис хăй тавар тиеме тухса каятчĕ, ман упăшкана сурăх пусса пама хушатчĕ. Çынна хирĕçлеймен мăшăрăм хăйĕн ĕçне пăрахсах кÿрше каçатчĕ. Тарьепе пĕрле какай тирпейлекенскере эпĕ пĕрре те кĕвĕçсе тĕрĕслесе çÿремен-çке. Халĕ вара вĕсен машинипе çула май ларса кайнăшăн та сăмах лекет. Пăтăрмах, инкек сиксе тухсан çеç ман çинчен аса илетĕр, укçа ыйтма е Мишăн ĕç хатĕрĕсемпе усă курма кăна килетĕр. Халĕ ачусем пысăкланнă, çемьеленнĕ, пурте пĕрле пулнипе вăйлă, хăватлă эсир. Пĕччен çынна малалла тапаланма мĕн тери йывăррине асăрхамастăр та. Е курмăш пулатăр. Темех мар. Манăн ывăлсем те ÿссе тĕрекленĕç-ха, пулăшма пуçлĕç. Анчах упăшкан çывăх тусĕсем ăна туххăмрах асран кăларни, хам çинчен суя элек сарни, тахçанхи юлташсем тăшмана çаврăнни чĕреме ыраттарать-çке», - çава чашлатнă май шухăшсен авăрне путрĕ тăлăх арăм.
Унтанпа çулталăк иртнĕ май чĕрери суранĕ пирчеме пуçланăччĕ кăна - каллех кÿршĕсем хăйне шанманнине туйса куççуль тăкмалли тупăнчĕ Алисăн. Пĕррехинче тĕттĕмленеспе çеç ĕçрен таврăнчĕ вăл. Урамра ăна Борисăн кĕрÿшĕ тахçантанпах кĕтсе тăрать-мĕн. Машина урапи пушаннăран компрессор патне килнĕ иккен. «Хăвăрăн та 3 транспорт - куллен тенĕ пек кирлĕ япалана мĕншĕн туянмастăр-ха?» - çапла сăмахлама пулатчĕ-тăр, анчах Алисăн хавхалануллă кăмăлне çĕтĕлсе пăсас килмерĕ. Ачисем валли туяннă бассейн кÿлепине сывлăшпа карăнтармаллине аса илсе çамрăк арçынран пулăшу ыйтрĕ вăл, хăй тĕллĕн йăнăш тăвасран шикленчĕ. Вĕсем гаражра 10 минутран ытла ĕçлемерĕç-ха, уçă алăкран кÿршĕ хĕрĕ упăшкине тĕрĕслеме кĕрсе тăчĕ.
- Мĕн çухатнă эсĕ кунта? Ача паçăрах макăрать, чăпăл кĕртме атя, - терĕ вăл.
- Ну, вырăс арçыннисем маттур иккен, пепке çума та пулăшаççĕ. Эпĕ икĕ ача çуратса та кун пек ырлăха курман. Зоя, 4 уйăхри ачана хăв тĕллĕн çăваймастăн-им? - такам туртрĕ ĕнтĕ чĕлхинчен? Кайран куншăн Алиса питĕ ÿкĕнчĕ.
- Эпĕ ăна пĕччен çуратман вĕт, - çамрăк хĕрарăм упăшкине çавăтсах кайрĕ. Çак сăмахсене тăлăх арăма тĕксе каларĕ-ши вăл? Хăй мăн хырăмĕ каçăрăлса тухнипе çеç туй кĕрекине ларнине маннă ĕнтĕ. «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», - тени тĕрĕсех. Зоя та упăшки çумне амăшĕ пекех хушма пуçлĕ. Ял-йышпа хутшăнма та аптрамалла», - ассăн сывларĕ ырă туни ырăпах таврăнасса кăлăхах шаннă Алиса.
Эвелина РЫЛИНА.
Çĕрпÿ районĕ.
Комментари хушас