Таксист хĕре вăрласа кĕнĕ

Шупашкар районĕнчи Сарапакассинче пурăнакан Николай Трофимов çамрăк чухне такси водителĕнче ĕçленине пĕлсен: «Сирĕнпе юнашар чылай хитре хĕр ларнă-тăр. Суйламалăх пулнă», — тесе шÿтлерĕмĕр. «Çапла. Анчах чунăм Ирăна суйларĕ. Ун чухне эпĕ 25 çултаччĕ. Авланма вăхăт çитнĕччĕ. Ира пурнăç çынни пулнине лайăх ăнлантăм. Вăл çакна кăмăлĕпе çеç мар, ĕçĕпе те çирĕплетрĕ», — хуравларĕ мăшăрĕпе Ираида Никифоровнăпа 46 çул килĕштерсе пурăнакан Николай Трофимович.

Туйра паллашнă

Шăпа вĕсене туйра курнăçтарнă. Ираида Никифоровна хĕр тусне качча панă. Пулас мăшăрĕ çав кун пĕрлешнĕ çамрăксене машинăпа илсе çÿренĕ.

— Ун чухне мăшăрсем хальхи Чăваш наци конгресĕн çуртĕнче çырăнчĕç. Эпир, ял хĕрĕсем, унта кайса курман та алăкне уçкаласа пăхрăмăр, хамăр вăтантăмăр. Пÿлĕмсенче çынсем ларатчĕç. Камсем вĕсем? Пĕр палланă çын та çукчĕ. Кайран Шупашкар районĕнчи Типçырмана туй кĕрлеттерме кайрăмăр. Пурте вырăсла калаçрĕç. «Чăвашсем пур-ши?» — тесе шухăшларăм. Эпĕ сак вĕçĕнче лараттăм. Чăвашла калаçнине илтсен: «О-о-о, пурăнатпăр-ха», — тесе шухăшларăм ăшра. Çакскер манăн пулас мăшăр Николай пулнă, — каласа кăтартрĕ шкул хыççăн тĕп хулари пĕр заводра ĕçленĕ Ираида Трофимова. Малалла вулас...

Ирина КОШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.