Тăхăр уйăхри ĕçе пĕтĕмлетрĕç

25 Юпа, 2019

Паян Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Республикинчи управленийĕнче пресс-конференци иртрĕ. Тĕлпулура управлени ертÿçи Вячеслав Борисов 9 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ.

Вăл каланă тăрăх — кăçал кăрлач-авăн уйăхĕсенче конкуренцие хÿтĕлесси пирки калакан саккуна пăснин палăрăмĕсемпе 366 заявлени пăхса тухнă. Монополипе кĕрешмелли саккунсене пăсни пирки калакан заявленисен шучĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 34% чакнă. Заявительсем влаç органĕсен, монополистсен ĕçĕнчи, туянусемпе /торги/ çыхăннă çитменлĕхсем, çавăн пекех таса мар конкуренци пирки пĕлтернĕ.

Вячеслав Борисов контракт тытăмĕ çинчен калакан саккунсенчи улшăнусемпе çивĕч ыйтусем пирки те ăнлантарчĕ. Тĕслĕхрен, халĕ аукционсене хутшăнакансен хăйсен ĕç опытне çирĕплетсе памалла.

Пресс-конференцире управлени ертÿлĕхĕ журналистсен ыйтăвĕсене те хуравларĕ. МИХсен ĕçченĕсем йăлари хытă каяшсен çаврăнăшĕпе, пассажирсене илсе çÿрессипе, общество транспортĕнче тÿлев хакĕ ÿснипе тата ыттипе çыхăннă самантсене уçăмлатасшăн пулчĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн укерчĕкĕ.

Комментари хушас