СЫВЛĂШ ПӲЛĔНЕТ-И?

21 Раштав, 2016

Иссоп тĕрлĕ чиртен сипленме пулăшать. Сывлăха ырă витĕм кӳрекен темиçе рецептпа паллаштаратпăр.

Сывлăш пӳлĕнет, сывлама йывăр, хăлха шавлать. Иссопăн типĕ çулçине çăнăх пуличчен вĕтетмелле, 1 стакан порошока 1 стакан пылпа хутăштармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ хутăша шывпа сыпса çимелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Астма, бронхит аптратсан. Вĕтетнĕ типĕ пĕр ывăç курăка термосри 1 литр шыва ямалла. Хупăлчине тӳрех мар, 5-6 минутран хупмалла. 1 сехетрен сăрăхтармалла та термоса каялла ямалла. Шĕвеке кунне 3-4 хут апатчен 20 минут маларах 1-ер стакан вĕрилле ĕçмелле. Курс — 1 уйăх.

Тар вăйлă тухсан, хĕрарăмсен климаксĕ вăхăтĕнче, апат ирĕлесси япăхсан. Тин вĕренĕ 1 стакан шыва 1 чей кашăкĕ иссоп ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Курс — 1 уйăх.

Гипотони, невроз, анеми аптратсан. Чечекĕпех типĕтсе вĕтетнĕ 2 чей кашăкĕ иссопа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 1-2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Курс - 1 уйăх. Шĕвек организм тонусне çĕклет, нерв тытăмне кăштах хавхалануллă витĕм кӳрет, кăмăла лайăхлатать.

Асăрханăр! Иссоп нефроз, нефрит, эпилепси, нейропати аптратсан, ача кĕтекен, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсене юрамасть. Хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пысăк чухне унăн препарачĕсемпе нумай вăхăт усă курмалла мар. Вар-хырăм пăсăлсан, варвитти пуçлансан тӳрех ĕçме пăрахмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.