Сывлама йывăр...

Çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă саккунсене пурнăçланине сăнаса тăрасси — прокуратура органĕсен анлă ĕçĕн пĕр енĕ. Юлашки вăхăтра "патша куçĕ" çак тивĕçе тÿрре кăларнине ĕнентерекен тĕслĕхсем темиçе те пулчĕç.

Çĕрпÿ районĕн прокуратури Хусанта пурăнакан предприниматель ĕçне тĕрĕсленĕ те — уголовлă ĕç çуралнă. Вăл кунта, Янсакасси ялĕнче, тир тăвас, ăна сăрлас енĕпе ĕçленĕ. Çак тĕллевпе тасатакан хутăшсемпе усă курнă. Çав шутра — хăрушлăхăн пĕрремĕш класне кĕрекен хромпа. Производство каяшĕсене вара канализаци пăрăхĕсем тăрăх муниципалитет харпăрлăхĕнчи йĕркеллĕ ĕçлемен, юхăнса кайнă тасатакан сооружение юхтарса кăларнă. Усал шĕвек унтан çывăхри вăрман тăрăхĕнчи çырмана сăрхăннă. Тăпра хими хутăшĕсемпе вараланнă территорин пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 720 яхăн тăваткал метрпа танлашнă.

Прокуратура тĕрĕслев материалĕсене Следстви комитечĕн Çĕрпÿри пайне панă май çак тĕслĕхпе УК 247 статйин 1-мĕш пайĕпе /экологи тĕлĕшĕнчен хăрушă хутăшсемпе усă курмалли правилăсене пăсни/ уголовлă ĕç пуçарнă.

Экологи çине алă сулнин тепĕр адресĕ те Çĕрпÿ районĕнчех. Вырăнти прокуратура тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн должноçри çынсем тĕлĕшпе административлă яваплăх палăртнă. "Çĕрпÿри ветеринарипе санитари утиль завочĕ" акционер обществи хăйĕн каяшĕсене 2009 çулта Вăрманкас Чурачăк ял тăрăхĕн муниципалитет харпăрлăхне панă тасатакан сооружение юхтарса кăларнине палăртнă. Çак сооружени вара кивелсе-юхăнса çитнĕ, чылай çул йĕркеллĕ ĕçлемест. Биологи енĕпе тасатмасăр юхтарса кăларакан каяшсене лабораторире тĕрĕслесе тăмаççĕ. Объекта йĕркеллĕ ĕçлеттерес енĕпе мерăсем йышăнман.

Унсăр пуçне выльăх виллисен шăммисене михĕсене чиксе çывăхри вăрман тăрăхĕнчи çырмана кăларса пăрахнине, юрăхсăр люминисцентлă лампăсене, тĕслĕ тимĕр-тăмăра уçă çĕртех упранине, завод территорине кĕнĕ çĕрте дезинфекци барьерĕ çуккине тупса палăртнă, саккуна пăснă ытти тĕслĕх те пур.

Прокурор завод директорĕ тата должноçри яваплă çыннисем тĕлĕшпе адмкодексăн темиçе статйипе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕçсем пуçарнă. Вĕсене тишкернĕ май пĕтĕмпе 66 пин тенкĕлĕх штрафсем палăртнă. Çавăн пекех Вăрманкас Чурачăк ял тăрăхĕн пуçлăхне те административлă майпа явап тыттарнă — 3 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Ытти район-хула прокуратурисем те тĕлĕрмеççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта интернет сетьне мониторинг тунă май унта "Химпром" таврашĕнчи шăршлă кÿлĕ пирки хыпарланă тĕслĕхпе тĕрĕслев йĕркеленĕ. Тĕрĕслеве химиксен хулин администрацийĕн, Роспотребнадзор, Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин, Росреестр представителĕсене явăçтарнă. Вырăна тухса йĕркеленĕ тĕпчев вăхăтĕнче çакна палăртнă: Промышленноç урамĕнчи "Управление отходами" АО усă куракан полигонпа сортировка завочĕн çывăхĕнче канализаци люкĕсенчен каяшсем тапса тухнă, çул хĕррипе юхса вăрман тăрăхĕнче сарăлнă. Малалла вулас...

 

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.