Сывлăхран хакли çук

29 Чÿк, 2016

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа регионсен хушшинчи «Хĕрарăм сывлăхĕ: çие юлнинчен пуçласа ватлăх таран» наука-практика конференцине хутшăннă. Конференци Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ, ăна Лейла Адамянăн ыркăмăллăх фончĕн «Уçă университет» проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ пулăшнипе йĕркеленĕ.

Михаил Игнатьев малтанах пухăннисене Амăшĕн кунĕ ячĕпе саламланă. Вăл Мускаври патшалăх медицинăпа стоматологи университечĕн диплом хыççăнхи вĕренÿ факультечĕн репродуктивлă медицинăпа хирурги кафедрин заведующине, Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствин акушерствăпа гинекологин штатра тăман тĕп специалистне, РНА академикне Лейла Адамяна çак мероприятие йĕркеленĕшĕн тав тунă, унăн ĕçне пысăка хурса хакланă.

Михаил Васильевич Чăваш Республикинче медицина аталанăвĕн, ача амăшĕпе ачалăха сыхлассин ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăккине палăртнă. Çавăн пекех культурăпа кăмăл-сипет йăлисене, çемье хаклăхĕсене упрасси пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланă, республикăра çемье институтне çирĕплетес енĕпе тĕллевлĕн ĕçлеççĕ. «Çирĕп çемье — пирĕн общество никĕсĕ. Пирĕн ачасене ырă пулма, Тăван çĕршыва юратма, çынсене хисеплеме вĕрентмелле, пурнăçри тĕрĕс тĕллевсене кăтартмалла», — тенĕ вăл.

ЧР Пуçлăхĕ Чăваш Енре вĕрентÿ инфратытăмне лайăхлатас енĕпе нумай ĕçленине çирĕплетнĕ. Правительство умне çавăн пекех экономикăна аталантармалли, çынсен пурнăçне лайăхлатмалли, ĕç укçин виçине ÿстермелли тĕллевсем лартнă.

Пухăннисене саламланă май Лейла Адамян академик республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева ача амăшĕн, ачалăх ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулнăшăн тав тунă: «Сире амăшĕсем тĕлĕшпе — ывăлĕ пек, çамрăксемпе — ашшĕ пек, хĕрарăмсем тĕлĕшпе чăн-чăн арçын пек пулнăшăн тав тăватăп». Вăл çак конференцие ирттермешкĕн Чăваш Ене ăнсăртран суйласа илменнине те çирĕплетнĕ: кунта çемье пĕлтерĕшне пысăка хураççĕ, «аннене хисеплесси вара — тĕп вырăнта».

Лейла Адамян çĕршыври акушерствăпа гинекологин чи сумлă специалисчĕсен лекцийĕсем конференцие хутшăнакансене пурнăçăн нумай аспектне çĕнĕлле хаклама пулăшасса, çемье, йăха тăснин хаклăхне аса илтерессе шаннине палăртнă.

Республикăн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернине аса илтернĕ. Михаил Игнатьевăн мăшăрĕ Лариса Юрьевна Лейла Адамяна хĕрарăмсен ырлăхĕшĕн тăвакан ĕçшĕн тав тунă. Наукăпа практика конференцийĕнче акушерствăпа гинекологин çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Мероприяти «Бурановские бабушки» коллектив концерчĕпе вĕçленнĕ.

Д.ВОЛКОВ

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.