СУЯ БОКСЕР

13 Çу, 2016

«Максим Перепелица» кинокомедие курман çын юлман пуль. Вăл шутра эпĕ те. Çавна май Н-ски çар чаçĕнчен 1969 çулхи февральте отпуска килсе кайнине ăшра вăрттăн кулса аса илтĕм, хама Иван Стаднюк повеçĕ тăрăх ÿкернĕ кинокомедири каппайчăк Перепелицăпа танлаштарманни çеç.

Пĕр çул салтак атти сĕтĕрнĕ хыççăн февральте, хăлхасене тăм илмелле пĕр шартлама сивĕре, отпуска килтĕм. Кĕçех Шупашкара та çитрĕм. Кĕтмен çĕртен, Çĕньял-Покровски ял çыннине Юрий Ефимова тĕл пултăм. Эпĕ Ишлей вăтам шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра, вăл Чăваш патшалăх институчĕн студенчĕ, практикăна пынăччĕ. Темиçе урок ирттернĕччĕ.

— Маттур гренадер пекех курăнатăн! Ефрейтор мар, генерал темелле... — терĕ вăл мана курсан.

Пичет çуртне ертсе кайрĕ. Володарски урамĕнчи 5-мĕш çуртăн тăваттăмĕш хутĕнче вырнаçнă «Молодой коммунист» хаçат редакцине çавăтсах кĕчĕ. Иван Никифоров фотокорреспондента çапла хушрĕ: «Ÿкерсе ил! Ку çамрăк генерал — манăн вĕренекен! Вăл отпускран чаçе таврăниччен хаçатра пичетлесе кăларăр».

Икĕ кунран ман сăн çапăнса та тухрĕ, айне çапла çырнă: «Сывлăш Çар Вăйĕсен отличникĕ. 2-мĕш класлă специалист, 2-мĕш разрядлă çар спортсменĕ. Лайăх службăшăн отпуска тивĕçнĕ».

Хамшăн хам аванмарланса ÿкрĕм, хăлхасем хĕрелнине çеç курмастăп. Отличник тата 2-мĕш разрядлă çар спортсменĕ тенипе килĕшетĕп-ха, анчах 2-мĕш класлă специалист пулнине çар билетĕн­че çырса çирĕплетмен. Пĕр сăмахпа, саккунсăр çакнă çар палли. Çакна шута илсе, хаçата чаçе илсе кайсан та никама та кăтартаймарăм. Сăмах май, пĕр экземплярне асăнмалăх халĕ те упратăп.

Отпускра канасси пулмарĕ. Çар комиссариатĕнче АКМ автомат тыттарчĕç те районти çамрăк армеецсен слетĕнче хисеплĕ хуралта тăма «приказ пачĕç». Уншăн çар комиссарĕ Виноградов подполковник отпуск çумне виçĕ талăк хушрĕ. Кайран Клим Сергеев слет çинчен «Пионер сассинче» çырса кăтартнă, ман хушамата та асăннă унта.

Çавнашкал мыскара манăн ентешĕмпе пулса иртнĕччĕ. Отпуска кайнă чухне кăкăрĕ çине тем тĕрлĕ çар паллисем çакса тултарнăччĕ вăл.

— Ку ытлашши пулмĕ-ши? — асăрхаттартăм «1-мĕш разрядлă боксер» паллине курсан.

— Ялта кам пĕлет эп камне, — тавăрчĕ вăл.

Икĕ эрнерен суя боксер отпускран таврăнчĕ. Сылтăм куçĕ айĕнче кăвак-сарă тĕс палăрать. Ялти тусĕсем вăл «боксер» пулнине пĕлнĕ те районти ăмăртăва машинăпах лартса кайнă. Унăн спорт мастерĕн кандидачĕпе ринга тухма тивнĕ иккен. Лешĕ суя боксера аванах ислетнĕ.

Александр МОКИН

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.