"Сувар" Тав çырăвне тивĕçнĕ

30 Çу, 2014

Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Музыкантов ертсе пыракан "Сувар" халăх ансамблĕ Культура çулталăкне халалласа ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнать. Акă нумаях пулмасть вăл Пенза патшалăх университетне çитсе килнĕ. Унта, ЮНЕСКО пуçарăвĕпе, студентсен Пĕтĕм тĕнчери "Культура калаçăвĕ" форумĕ виççĕмĕш хут иртнĕ.

Уяв тĕллевĕ пархатарлă: тĕрлĕ халăх хушшинчи культура çыхăнăвĕсене çирĕплетесси, вăл е ку халăхăн хăй евĕрлĕхне ыттисен хушшинче сарасси. Асăннă уява Пензăна чикĕ леш енчи 19 çĕр-шыври ансамбльсем тата Раççейри 23 халăх коллективĕ хутшăннă.

Анатолий Музыкантовăн "Сувар" ансамблĕ чăваш, ытти халăх ташшисемпе паллаштарнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.