Сутуçă услам чури ан пултăр

6 Нарăс, 2015

Юлашки уйăхсенче апат-çимĕç ха­кĕ­сем палăрмаллах пысăкланни ни­кам­шăн та вăрттăнлăх мар. Çак ла­ру-тăрура влаçсем ĕç-пуçа куçран вĕ­çертменни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна çирĕплетес тĕллевпе-тĕр республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер тĕп хулари суту-илÿ предприятийĕсенче пулчĕ.

Гагарин урамĕнчи Тĕп пасар территорине кĕнĕ-кĕменех ăна çынсем сырса илчĕç - тем тĕрлĕ ыйту параççĕ. Шикленсе-именсе тăмаççĕ, «Хаксем пысăк!», «Хваттершĕн ытла та нумай тÿлеттереççĕ» тата ыт.те. Михаил Васильевич кашнинпех лăпкăн калаçма тăрăшрĕ. Аптекăсенчи эмелсем хакланни, валидол таблетки 9-тан 24 тенке çитни пирки пĕлтернĕ хĕрарăма итленĕ май хăйĕнпе пĕрле çула тухнă экономика аталанăвĕн министрне Владимир Аврелькина тÿрех хушу пачĕ - «Фармация» тытăмĕнчи валидол хакĕпе интересленме сĕнчĕ.

Пасар çывăхĕнче пурăнакан тепĕр хĕрарăма вара хăйсен çурчĕсем патĕнчех ял çыннисем сĕт, ытти продукци сутни, хăшĕсем çуртсен хыçне тула тухма çÿрени тарăхтарать. ЧР Пуçлăхĕн шухăшĕпе, ял çыннине хăй туса илекен продукцие сутма майсем туса памалла, çав вăхăтрах вĕсем сутакан апат-çимĕç хăрушсăрлăхне те тĕрĕслемелле.

Муркаш районĕнчен кунта килнĕ тепĕр кинемее вара ĕлĕкрех Колхоз пасарĕ тенĕскер тĕрлĕ кĕпе-тумтир сутмалли вырăна çаврăннăшăн пăшăрханать, «Ширпотреба» кунтан кăлармалла». Михаил Васильевич та кунта хамăр патра туса илекен апат-çимĕç ытларах сутăнмалла тесе шутлать, çапах суту-илÿ предприятине хистеме те çук, вăл тупăш илессине тĕпе хурать-çке. Тепĕр тесен пасар директорĕ Сергей Рубцов каланă тăрăх - паян пасарта ял çыннисем валли те вырăн çителĕклĕ. Йÿнĕ вырăнсем те пур - кунне 30 тенкĕ тÿлемелле çеç.

Михаил Игнатьев суту-илÿ речĕсен хушшипе те çÿрерĕ. Купăста - 35, çĕрулми 30 тенкĕ. Кунта акă - тăпăрчă. Сутуçăсемпе калаçнă май хăшĕсем темиçешер ĕне усрани палăрчĕ те - Михаил Васильевич вĕсене ырă сунса тав турĕ, «Темиçе ĕне усрасси - пĕртте çăмăл ĕç мар. Çавăнпа та ĕçĕр ăнса пытăр!» Сутлăхри аш-какая ăçтан илсе килнипе кăсăкланчĕ. Уйрăм çынсен продукцийĕ те, хуçалăхсен ашĕ те пур. Хаксем-и. Шăмăсăрри - 300 тенкĕ. Ытла пысăк пек туйăнмарĕ. Чăн та, хăшĕсем систернĕ тăрăх - пĕр икĕ кун маларах кăна кунта аш чылай хаклăрах пулнă имĕш. Нивушлĕ республика Ертÿçи килнĕ тĕле хак ярлăкĕсенчи цифрăсене ятарласа улăштарнă. Тепле çав...

Экономика аталанăвĕн министерстви вара пасарта тĕрлĕ апат-çимĕçрен хăйнеевĕр «пурăнма кирлĕ карçинкка» хатĕрленĕ, аш, кĕрпе, сыр, тип çу, çĕрулми, кишĕр... Владимир Аврелькин министр каланă тăрăх - çак карçинкка октябрьтипе танлаштарсан халь 16: хакланнă. Михаил Васильевич вара хуратул хакĕпе кăсăкланчĕ. Министр 1 кг таякан хутаç 40 тенкĕ терĕ те - ку хурав ăна тивĕçтермерĕ, «Пулма пултараймасть. Пасарта шыраса пăхăр - çав хакпа тупаятăр-и. Тупаймасан - явап тытатăр!»

Пасартан тухма хатĕрленнĕччĕ ĕнтĕ - министр ЧР Пуçлăхне хайхи хуратул хутаçне тыттарчĕ. Ярлăк çинче, чăнах та, «40 тенкĕ» тесе çырнă. Михаил Васильевич ăна алла илсен тĕлĕннĕ пек пулчĕ-ха, анчах - самантлăха кăна, «Эс виçине пăх! Кунта 700 грамм кăна вĕт!» Министрăн, паллах, тивĕçлĕ хурав валли сăмах пулмарĕ. Тепĕр тесен Михаил Игнатьевăн кăмăлĕ çак самантра аванччĕ те - вăл хайхи яваплăх пирки текех сăмах пуçармарĕ.

Çулçÿревĕн тепĕр обћекчĕ - «Магнит» сечĕн Энгельс урамĕнчи пысăк лавкки. Унта кĕрсенех республика Пуçлăхне тĕрлĕ апат-çимĕç хунă карçинккасем тытнă темиçе хĕрарăм кĕтсе илчĕ - кунти хаксене, таварсене ытла та куçкĕрет мухтанине кура çак йĕркесен авторĕн кăна мар, унăн ĕçтешĕсен те иккĕленÿ çуралчĕ, кусем ятарласа хатĕрленĕ клиентсем мар-ши. Тепĕр тесен Михаил Васильевич хăйĕн пĕтĕмлетĕвне вĕсен сăмахĕ çинче кăна никĕслемерĕ-тĕр. Сĕт хутаçĕсене тыта-тыта пăхрĕ. Лавкка палăртакан хушма хак 3-5: кăна пулин те Чăваш Енри предприятисемех сĕте тĕрлĕ хакпа сутнине тĕлĕнерех палăртрĕ. Шупашкар эрехĕ ыттисенчен самаях йÿнĕреххипе кăмăллă пулчĕ. Панулми ещĕкĕсем патĕнче чарăнса тăнă хĕрарăмпа калаçрĕ. Тавар туянакан тарăхăвне пытармасть, «Пăхăр-ха, ку панулми - хамăрăн. Пахалăхĕ япăхраххи тÿрех курăнать, вĕтĕ, çемçелме пуçланă. Ак ку вара - шултра та илемлĕ, ютран кÿнĕскер. Анчах хакĕсем темшĕн-çке пĕрешкел - 72 тенкĕ. Çапла пулмалла-и вара.» Паллах, апла пулмалла мар.

Трактор тăвакансен проспектĕнчи «Сахарок» лавккара та панулми пирки сăмах пулчĕ. Тавар туянма килнĕ пĕр кинемей Михаил Васильевича хăйĕн икĕ пахча пулни çинчен каларĕ. Пĕлтĕр панулми ăнса çитĕннĕ-мĕн, ăна хĕрарăм кÿршисене те, реабилитаци центрне те кайса панă - ниçта чикме çук. Мĕншĕн-ха ытлашши продукцие йышăнакан пунктсем йĕркелес мар? Михаил Игнатьев çав панулмирен сĕткен юхтарни вырăнлине палăртрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вара, вăл каланă тăрăх, республика апат-çимĕçпе хăйне туллин тивĕçтерме пултарать. Ĕне ашĕ кăна - çителĕксĕртерех.

Темиçе лавккара курнине пĕтĕмлетнĕ май экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пытармарĕ: «Эпир Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисене пула Çĕнĕ çул хыççăн лавккасен сентрисем пушанса юласран шикленнĕччĕ. Апла пулмарĕ: пĕтĕмпех вырăнта, лавккасенче ассортимент та кирлĕ шайра. Малашне те çаплах пулĕ. Хаксене илес-тĕк, социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен ушкăнĕ пур: сĕт, çăкăр, ытти - вĕсен хакĕсене сăнаса тăратпăр. Анчах эпир витĕм кÿреймен хаксем те пур: тĕрлĕ эрех, сырсем, çавнашкал ытти тавар - вĕсене ютран илсе килнине кура хаксем валютăран килеççĕ. Çапах маларах палăртнă таварсем тĕлĕшпе вĕсене çитĕнтерекенсемпе, чĕртавара тирпейлекенсемпе, суту-илÿ сечĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме тăрăшатпăр. Вĕсем аппетитсене ытлашшипех ан ÿстерччĕр - çакă хаксем ытлашшипех ÿсесрен сыхланма пулăшать».

Михаил Игнатьев вара Раççей Президенчĕ Владимир Путин хаксен сăлтавсăр ÿсĕмĕнчен сыхланса çине тăрса ĕçлемеллине палăртни пирки аса илтернĕ май çирĕплетсех каларĕ:

- Сăлтавсăр ÿсĕм пулмасса шантаратпăр. Лару-тăрăва патшалăх организацийĕсем урлă конкуренцие вăй парса йĕркелетпĕр. Лавккасенчи ассортимент çителĕклĕ. Чăн та, тĕрлĕ çĕрте хаксем те тĕрлĕ. Паян, сăмахран, çăкăр хакĕсем тĕрлине асăрхарăм - 21 тенкĕпе те, 17-пе те пур. Сĕт пирки те çавнах каламалла: пĕрешкел пахалăхлин хакĕ те 10-12 тенкĕ уйрăлса тăрать. Çавăнпа та халăха тивĕçлĕ информаци памалла. Ăçта тавар мĕн хак пулнине пĕлсен вăл йÿнĕреххине суйласа илме пултартăр. Пĕтĕмĕшле илсен вара курса ĕнентĕм: эпир тĕрĕс ĕçлетпĕр. Ăçта кирлĕ - унта обществăпа политика тĕлĕшпе витĕм кÿрĕпĕр - сутуçăсен пысăк усламшăн кăна тăрăшмалла мар, хăш-пĕр çĕрте вара ĕç-пуçа конкуренци урлă йĕркелĕпĕр. Ăçта хамăр витĕм кÿрейместпĕр - унта Монополипе кĕрешекен службăна явăçтарăпăр.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.