Сутлăх сĕтĕн хакне чакарма памалла мар!

23 Раштав, 2017

Паян Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кил хуçалăхĕсенче туса илекен сĕтĕн сутлăх хакне çÿллĕ шайра тытса тăрас ыйтупа канашлу ирттерчĕ. Сутлăх сĕтĕн хакне чакарма памалла мар!

Унта район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, сĕте тирпейлекен предприятисен тата ăна кил хуçалăхĕсенчен пуçтаракан организацисен представителĕсем хутшăнчĕç. С.Артамонов ял-йышран, ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсенчен пухакан сĕт хакĕпе, пахалăхĕпе, унран юр-вар хатĕрлесе сутассипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕ. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертÿçисенчен вĕсене татса памашкăн хастар хутшăнма ыйтрĕ.

Раштавăн 22-мĕшĕ тĕлне республикăри кил хуçалăхĕсенчен пуçтаракан кашни литр сĕтĕн вăтам хакĕ 18,9 тенкĕпе танлашнă. Ку — çулталăк каяллахинчен 3 тенкĕ /13,7%/ сахалрах. Ю.Васильев халăхран продукци пухакансене сĕтĕн сутлăх хакне çитес çул пĕр шайра тытса тăма чĕнсе каларĕ.

Канашлăва хутшăннисем сĕт пухассипе, пахалăхĕпе, унран продукци хатĕрлессипе çыхăннă чăрмавсене уççăн сÿтсе явнă, вĕсене сирмелли çул-йĕре кăтартнă. Уйрăммăн çакна палăртмалла: патшалăхпа муниципалитет органĕсем 2018 çулта кил хуçалăхĕсенче сĕт туса илекенсен интересĕсене хÿтĕлес тĕлĕшпе тивĕçлĕ ĕç пурнăçа кĕртме палăртаççĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас