Сурăх ĕрчетсе тупăш тăваççĕ

6 Ака, 2017

Икĕ алла — пĕр ĕç. Çапла шухăшлаççĕ Вăрнар районĕнчи Ярмушкара пурăнакан Дениспа Анастасия Лаврентьевсем. Ялта тĕпленнĕ çамрăк мăшăр /Денис — 29-та, Настя — 27 çулта/ ĕç çук тесе алă усса лармасть, сурăх ĕрчетсе тупăш тăвать.

Ялти чылай арçын пекех Денис та пĕр вăхăт республика тулашне ĕçлеме çÿренĕ. Анчах ютра тăван тăрăхри пек ырлăх çук. Килте, амăшĕ Надежда Алексеевна калашле, таса простынь çинче çывăратăн. Çапах Денис çичĕ юта çÿреме пăрахни канлĕх шыранипе çыхăнман: унăн çемьепе пĕрле пулас килнĕ. Шăпах çав вăхăталла Ярмушкара пурăнакан çемьесем çине тăрсах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пуçланă. Чылайăшĕ вунă ытла ĕне усрама тытăннă. Тăрăшсан ялта та укçа ĕçлесе илме пулать-çке. Дениспа Настя пĕр-пĕринпе канашланă та сурăх ĕрчетме тĕв тунă. Денисăн амăшĕ Надежда Алексеевна, ялти культура учрежденийĕнче ĕçлекенскер, çамрăксен шухăшне ырласа йышăннă. Экологи тĕлĕшĕнчен таса аш-какай туса илес килнипе те çак утăма тунă вĕсем. Пĕлтĕр çамрăк мăшăр бизнес-план хатĕрленĕ, ЧР Ял хуçалăх министерстви фермер хуçалăхĕ уçма паракан гранта илес тĕллевпе конкурса хутшăннă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.