Сумлă ăмăрту умĕнхи пĕлтерĕшлĕ тĕлпулу

 ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле сăнланнă пикесем çине пăхнă май вĕсем ирĕклĕ кĕрешĕве суйланине ĕненме те çук. Çапла, хÿхĕм чиперккесем ăмăртусенче вун-вун спортсменкăна çĕнтерме пултарнă. Çак кунсенче республикăра Михаил Игнатьев парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрсемпе хĕрарăмсен ирĕклĕ кĕрешĕвĕ енĕпе Раççей кубокĕ иртĕ. Пысăк ăмăрту умĕн Чăваш Ен чысне хÿтĕлеме хатĕрленекен пикесем республика Пуçлăхĕпе тĕл пулчĕç.

Шупашкара сумлă хăна чылай килме палăртнă. Турнирăн пысăк парнине - 120 пин доллара - çĕнсе илмешкĕн Азербайджан, Казахстан,

Монголи, Латви, АПШ командисем хутшăнасси паллă. Палăртма кăмăллă: шăпах пирĕн республикăра тĕрлĕ çулта чемпион ятне тивĕçнĕ 4 спортсмен - АПШри Кларисса Чун, Монголири Церенчимед Сухээпе Батцэцэг Соронзонболдын, Раççейри Наталья Воробьева - кĕрешĕç. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Чăваш Ен пикисем - РФ тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Наталья Гольц, тĕнче спорт мастерĕсем Екатерина Красновăпа Надежда Федорова, РФ спорт мастерĕсем Вероника Чумиковăпа Мария Кузнецова - ăмăртĕç.

Спортсменсемпе тĕл пулнă май ЧР Пуçлăхĕ пикесем çĕнтерессе ĕненнине пĕлтернĕ. «Чăваш Енри 18 пике ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕнипе мухтанмалăх пур. Сирĕнтен хăшĕ-пĕри Олимп вăййине хутшăнмашкăн çĕршыв командине кĕрессе шанатăп», - тенĕ Михаил Васильевич. Сăмах май, Наталья Гольцпа Екатерина Краснова, Надежда Федоровăпа Вероника Чумикова 2016 çулта Бразилири Рио-де-Жанейро хулинче иртекен Олимп вăййине хутшăнма пултарĕç. Пирĕн çĕршывра, уйрăмах Чăваш Республикинче, ирĕклĕ кĕрешÿ вăй илсе пырать. Чăваш Ен - Раççейри хĕр-хĕрарăмсен ирĕклĕ кĕрешĕвĕн «тăван çĕршывĕ» тесен те йăнăш мар. Ара, çак енĕпе 1996 çулта тĕнчен пĕрремĕш чемпионки пулса тăнă Ольга Смирнова та пирĕн ентеш-çке.

Пикесем спорта епле майпа килнĕ-ха? Пĕрисене секцие ашшĕ-амăшĕ çырăнтарнă, теприсем - хăйсем. Акă Екатерина Краснова 3-мĕш класра чухне пĕрле вĕренекенĕсемпе тренер патне çул тытнă. Пĕрремĕш заняти хыççăнах чемпион пулма ĕмĕтленнĕ вăл. Малтанах ашшĕ-амăшĕ хĕрĕн шухăшне ырламан. Анчах халĕ пике мĕнле çитĕнÿсем туни куç умĕнче. Шупашкарта пĕлтĕр иртнĕ Раççей кубокĕнче вăл хăйĕн виçинче çĕнтернĕ. Европăн 5 хут чемпионки, тĕнче чемпионачĕн 4 хут бронза призерĕ, 2008 çулхи Олимп вăййисене хутшăннă Наталья Гольц ăмăрту Шупашкарта иртни кĕрешÿçĕсемшĕн уяв пулнине пĕлтернĕ. «Парне фончĕ ют çĕршыв спортсменĕсене илĕртни, тупăшусем интереслĕ иртессине палăртмалла», - терĕ спортсменка.

Аса илтеретпĕр: ирĕклĕ кĕрешÿ сезонне хупакан ăмăртусем паян тата ыран тĕп хулари «Чебоксары-Арена» пăр керменĕнче иртĕç. Пĕлтĕрхи пекех, кăçал та Чăваш пикисем сумлă наградăсене тивĕçессе шанатпăр. 2014 çулта Екатерина Краснова çеç мар, Наталья Гольц та хăйĕн виçинче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вероника Чумикова вара бронза медале тивĕçнĕ.

 

Ирина КОШКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.