СУХАНА ЫРЛАСА ПĔТЕРМЕ ÇУК

4 Авăн, 2014

Сухан - тĕлĕнмелле сиплевçĕ. Унăн ырă енĕсене асăнса çитерме те йывăр. Паянхи номерте икĕ тĕрлипе паллаштаратпăр.

Пÿрлĕ шыçă

* 2 апат кашăкĕ сухан хуппине, 2 апат кашăкĕ хупах çулçине, 2 апат кашăкĕ шăнăр курăкĕн çулçине 300 миллилитр сивĕ шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5 минут вĕретмелле. Пÿлĕм температуриччен сивĕнсен сăрăхтармалла. Тĕпне юлнă хутăша марльăпа чĕркесе пÿрлĕ суран çине хумалла, компресс пек çирĕплетсе çыхмалла, пĕр талăк тытмалла. Шĕвекне кунне 3 хут 3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Пÿрлĕ шыçă шăтса юхсан ăна çак шĕвекпе кунне 3 хут çумалла.

* Пĕр сухана йĕпетсе сĕтпе çурмалла хутăштармалла. Сиенленнĕ тĕле талăкра 4-5 хут çак хутăшра йĕпетнĕ пусма хумалла. 2-3 кун сипленмелле.

* Сĕтеклĕ шултра сухана теркăпа хырмалла, çавăн чухлех теркăланă хуçалăх супăнĕ хушса пăтратмалла. Çулăм çине лартса ирĕлтермелле те хăйма пек пуличчен лăкаса кăпăшлантармалла. Ăна пÿрлĕ шыççа сĕрмелле, полиэтиленпа витмелле, ăшă тутăрпа чĕркемелле. 3 сехетрен илмелле. Сывлăх лайăхланичченех сипленмелле.

* Пысăк мар кастрюле вĕтетнĕ сухан, 2 чей кашăкĕ йĕтĕн вăрри, 2 апат кашăкĕ пыл ямалла, пăтратсах тăрса вĕреме кĕртмелле, сивĕтмелле. Хутăша пÿрлĕ шыççа сĕрсе бинтламалла, çаплах çĕр каçмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

* Сиенленнĕ тĕле кунне 2 хут духовкăра пĕçернĕ сухан хуппине хумалла, пĕрер сехет тытмалла.

Суран

* 5 апат кашăкĕ сухан хуппине 1 стакан шыва ярса 30 минут вĕретмелле, илсен 3-4 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Шĕвекпе сурана çумалла.

* Сурана хăвăртрах ÿт илтерме вĕтетнĕ 1 сухана тасатман /нерафинированное/ 50 миллилитр тип çура ылтăн тĕслĕ пуличчен ăшаламалла, унтан çăвне сăрăхтарса илмелле. Ăшаланă сухана 1 апат кашăкĕ пулă çăвĕ, 1 апат кашăкĕ пыл хушса лайăх пăтратмалла. Хутăша марльăпа суран çине хумалла, лейкопластырьпе çирĕплетмелле. Кашни икĕ кунран çĕнĕ çыхă хумалла. Курс - 4-6 процедура.

* Сурана ÿт илме сухан сĕткенĕ те пулăшать. Унра йĕпетнĕ салфеткăна ыратакан вырăна кунне темиçе хут хумалла. Е кунне темиçе вĕтетнĕ 1 суханран, шăнăр курăкĕн çулçин 1 апат кашăкĕ порошокĕнчен, 1 апат кашăкĕ пылран хатĕрленĕ маçпа компресс хурса 1 сехет тытмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.