Суд экспертизин пункчĕсем кану кунĕсенче те ĕçлĕç

5 Чÿк, 2019

Нумаях пулмасть ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев политика партийĕсен лидерĕпе курнăçнăччĕ — унта çĕкленĕ ыйтусем тавра вăл ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра сăмах пуçарчĕ.

Чăваш Енĕн суд экспертизин бюровĕ кану кунĕсенче ĕçлемест иккен. Çын вилес пулсан унăн ÿтне кастарасси, вилле пытарма илесси чăрмавлă. Мăсăльмансен ку енĕпе тĕн йăлисем пушшех çирĕп: çын вилсен ăна тепĕр кунне пытармалла — çапла тăваймаççĕ. Михаил Васильевич бюрона кану кунĕсенче те ĕçлеттермелле тумашкăн хушрĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов шалти резервсемпе усă курса раштавăн 1-мĕшĕнченех çĕнĕ ĕç йĕрки çине куçассине çирĕплетрĕ. Малашне вара хушма штат кирлĕ, бюджетра хушма укçа, 4,7 миллион тенке яхăн, пăхса хăвармалла. Ку ыйтусене татса парĕç: кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса суд экспертизин пункчĕсем виçĕ вырăнта — Шупашкарти икĕ больницăра тата Канашра — кану кунĕсенче те яланхи йĕркепе ĕçлеме пуçлĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: 

Комментари хушас