Стокгольм синдромĕ

31 Раштав, 2015

Çак статьяна çырма хистекенни - «Хыпар» хаçатра 2015 çулхи чÿкĕн 6-мĕшĕнче пичетленнĕ «Литература çулĕн айккинче... хăр тăлăххăн» статья.

А.Тарасов тĕшшине çум ятĕнчех пĕлтерсе хунă: çаплах тутарсемпе пушкăртсене ăмсанса пурăнĕç-и чăваш çыравçисем? Вĕсен çыравçăсен пĕрлĕхĕсем те пĕрер кăна, чăвашсен вара 3 пулни касать иккен. «Чун инженерĕ» Тутарстанри Чăваш наци культура автономийĕ çумĕнчи чăваш çыравçисен пĕрлĕхне /ертÿçи Николай Сорокин журналист/ тата кăçал ака уйăхĕнче Шупашкарта йĕркеленнĕ Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхне /ертÿçи Виталий Родионов профессор/ хăйсемпе тан картасшăн мар.

А.Тарасов тĕрĕсех калать: Тутарстан хăйĕн çыравçисем валли уйрăм çурт уйăрса панă. Хушса калам: унта пенсие тухнă кашни çыравçăна уйăхсерен 1 пин тенкĕ хушса тÿлеççĕ, халăх çыравçисене - 10-шар пин. Литература журналĕсем вуншар. Тутар пьесисене лартма - Тутарстанра теçеткипе театр, çĕнĕрен уçăлнисем чылай. Пирĕн Çĕнĕ Шупашкарти сăнав драма театрне те вырăсла театр пекки туса хучĕç. Тутар кĕнеке издательстви çуллен çĕршер кĕнеке пичетлет. Çитменнине, кĕнекисене йÿнĕ хакпа сутаççĕ. Эпир пĕлсе çитереймен тата ытти ырлăх-пурлăх та çăвать пуль тутарсен пуçĕ çине... Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.