Сталин пÿлĕмĕнче - 85 хутчен
Халăхăмăрăн пултаруллă та мухтавлă ывăлĕ, Тутарстанри Элкей районĕнчи Кив Матак ялĕнче çуралнă Иван Смородинов 1937-1944 çулсенче Иосиф Сталинăн Кремльти ĕç пÿлĕмне 85 хутчен кĕнĕ.
Çав шутра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче — 14. Шупашкарта çуралса ÿснĕ А.Боголюбова /виçĕ фронт штабĕн пуçлăхĕ пулнă/ унта нумай хут сахалрах чĕнтернĕ. Танлаштарма: 1941-1945 çулсенче Сталин Б.Шапошникова — 100, Г.Жукова — 120, К.Ворошилова — 152, А.Василевские 199 хут йышăннă.
Кабинетра пулнисен списокĕпе паллашрăм та Генеральнăй штаб пуçлăхĕ Б.Шапошников çумĕ И.Смородинов генерал- лейтенант ВКП/б/ секретарĕпе 1937 çулта — 1, 1939-1940 çулсенче 70 хут тĕл пулнине пĕлтĕм. СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен чи аслă командующийĕ ăна 1943 çулта — 7, 1944 çулта 6 хут итленĕ. Талăкра иккĕ чĕнтерни те пулнă.
Çĕршыв ертÿçипе курнăçнисем çулпуçпа тĕл пулсан пуш сăмах вĕçтерменнине аса илеççĕ. И.Смородиновпа мĕнле ыйтусене сÿтсе явнă? 1939-1941 çулсенче вăл, Генеральнăй штаб пуçлăхĕ Б.Шапошников çумĕ — мобилизаци управленийĕн ертÿçи, Хĕç-пăшаллă Вăйсене çирĕплетмелли плана хатĕрлеме хутшăннă, ăна пурнăçа кĕртме халăх хуçалăхне, производство, транспорт, çут çанталăк, ăс-хакăл, çар тата çынсен ресурсĕсене явăçтарнă.
Сталин 1930 çулсен иккĕмĕш çурринче политика репрессийĕсенче маршалсемпе генералсен, аслă офицерсен пысăк пайне тĕрмесенче пĕтернĕ пулин те Германи экономикăна вăрçă тĕллевĕсене пурнăçлаттарнине ăнланса 1939-1941 çулсенче çарпа флота тĕреклетессишĕн чылай ĕç тутарнă. И.Смородинов пек специалистсем питĕ кирлĕ пулнă, çулпуç 1938 çултан пуçласа вĕсемпе канашлама тытăннă. Вăл çар çыннисене тимлĕ итленине палăртаççĕ.
«Совет Çарĕн подразделенийĕсене йĕркелессипе, комплектацилессипе И.Смородинов — пысăк специалист, — хак панă Генеральнăй штабăн оперативлă управленийĕн аслă офицерĕ, вăрçă хыççăн Генеральнăй штаб пуçлăхĕ пулнă С.Штеменко. — Иван Васильевич çĕршыва тăшманран хÿтĕлессишĕн пирĕн Хĕç-пăшаллă Вăйсене вăхăтра мобилизацилеме, ăна хирĕç пĕтĕм вăя тăратма тăрăшнă. Генеральнăй штаб пуçлăхĕн çумĕ пулнă чухне Анăç Украи-нăпа Анăç Беларуçа тăшманран туртса илмелли, 1939-1940 çулсенчи хĕлле шурă финсене çапса аркатмалли операцисен, хĕвел анăç чикĕри çара хÿтĕленÿ объекчĕсемпе, хĕç-пăшалпа, çынсемпе тивĕçтермелли плана хатĕрлеме тата пурнăçа кĕртме хутшăннă».
1941 çулхи кăрлач уйăхĕнче И.Смородинов генерал-лейтенанта Инçет хĕвел тухăç фрончĕн штабĕн пуçлăхне лартнă. Хĕрлĕ Çар ертÿлĕхĕ И.Апанасенко /фронт командующийĕ/ тата И.Смородинов умне вăрçă пуçлама хатĕр тăнă Японирен çĕршыва сыхлама тĕллев лартнă. Иккĕшĕ СССР тата Япони хушшинче 1938 çулта Хасан кÿлли патĕнче, 1939 çулта Халхин-Голра, Маньчжоу-Го тăрăхĕнче хаяр çапăçусем пулнине асра тытса çар чаçĕсене вăйлатма тытăннă. Танксен 58 тата 60-мĕш дивизийĕсене, механизациленĕ 239-мĕш дивизие тĕпрен, стрелоксен 16 дивизине /кашнинче 10 пин çын/ çĕнĕлле йĕркеленĕ. 1941 çулхи утă уйăхĕ тĕлне 700 пин ытла офицерпа салтака çар ретне тăратнă. Вун-вун дивизипе бригадăна, уйрăм полка лайăх хĕç-пăшаллантарнă, вĕренÿ çапăçăвĕсем ирттерсе вăрçă тĕллевĕсене пурнăçлама хăнăхтарнă.
Германи çĕршыва тапăнса кĕрсен фронт штабĕ нимĕçсенчен хÿтĕленме пĕрремĕш полксене эшелонсемпе 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче ăсатнă. Çулла тата кĕркунне Мускав патне 122 пин çынран тăнă стрелоксен — 12, танксен 5 дивизине, 2 пин ытла тупă тата миномет, 2 пине яхăн çăмăл танк, 12 пин автомашина, йывăр пушкăсене турттармалли 1500 хатĕрпе трактор çитернĕ. Кĕркунне- хĕлле, Мускав хапхи умĕнче çĕршыв шăпине татса панă чухне, хĕç-пăшал тата çар подразделенийĕсем çитмен пирки аптăранă чаçсене Апанасенкăпа Смородинов çапăçусене лайăх хĕç-пăшалланнă стрелоксен 32, 78 тата 93-мĕш, танксен 112- мĕш дивизийĕсене, тинĕс пехотин бригадине, ытти чаçе ярса панă. Каярахпа тăшмана хăвалама Инçет хĕвел тухăçĕнчен стрелоксен — 5, кавалеристсен 2 дивизийĕ, сывлăш çарĕпе стрелоксен 6 бригади, 2 корпус кайнă.
Фронт штабĕ вĕсене хĕç-пăшалпа тивĕçтерессишĕн çар производствине йĕркеленĕ. Заводсемпе цехсем уçса пин-пин винтовка-автомат, тупă, миномет туса кăларнă, снаряд, мина, патрон, радиостанци, ыттине нумай хатĕрленĕ. Çакăнпа пĕрлех автомобиль тата пуйăс çулĕсем, çар чаçĕсем валли базăсем, ытти нумай объект тунă. 1942 çулхи утă уйăхĕнче фронтра 1 миллион та 446 пин çын, 2 пин танк тата САУ, 8-16 пин тупăпа миномет, 3-4 пин самолет çапăçăва кĕме хатĕр тăнă.
Нимĕçсем Мускава тытса илесрен Çĕпĕр дивизийĕсем çăлса хăварнă теççĕ. Тĕп хула патне Çĕпĕртен мар, Инçет хĕвел тухăçĕнчен çитнĕ. Фашистсене унта тытса чарма, Мускав хĕрринчен хăваласа яма хĕç-пăшаллă чаçсем хатĕрлес ĕçре Апанасенко тата Смородинов тÿпи питĕ пысăк. Вĕсен Японин чикĕри провокацийĕсене те чăтма тивнĕ. Унта тепĕр вăрçă тапратма юраман. Фронт командованийĕ çакна лайăх ăнланнă. Япони самолечĕсем 1941-1945 çулсенче чикĕ урлă 430 хут вĕçсе каçнă, И.Смородинов штаба ертсе пынă çулсенче диверсантсем пирĕн территорие 500 хут ытла кĕрсе атакăланă, ССР Союзĕн тавар турттаракан 178 карапне тытса чарнă. Апанасенкăпа Смородинов Японие вăрçă пуçлама сăлтав туса паман.
Сталин И. Смородинов генерал-полковника ĕç пÿлĕмне 1943 тата 1944 çулсенче 14 хут чĕнтерсе итлени 1943 çулхи авăн уйăхĕнче ăна çĕнĕ чаçсем йĕркелекен, вĕсене хĕç-пăшалпа, тумтирпе, çынсемпе, ыттипе комплектацилекен тĕп управлени пуçлăхне уйăрса лартнипе çыхăннă. Мĕн тери яваплă та йывăр ĕç! Тăшмана çĕнтерме пурте кирлĕ пулнă. Сталин кабинетне кĕнисене, çав шутра И.Смородинова, мĕнле задани панине журнала тĕплĕн çырса пыман. Апла пулин те чăваш генералĕ Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пысăк ĕç пурнăçланине пĕлетпĕр. Малалла вулас...
Комментари хушас