Спортпа илем уявĕ

24 Кăрлач, 2016

Шăматкун Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче фитнес-аэробика енĕпе иртнĕ фестиваль пирки çапла калани вырăнлă пулĕ. «Аэробикăпа туслă çын сывă та чипер, ырă чунлă та тăрăшуллă, хăюллă та ăнтăлуллă. Илем тĕнчене çăлать, илеме фитнес-аэробика упрать», - теççĕ.

Чăн та, юлашки вăхăтра фитнес-аэробика пĕтĕм тĕнчипе анлă сарăлчĕ. «Пирĕн республикăра та ку спортпа кăсăкланакансен йышĕ ÿссех пырать. Вĕсен хушшинче эпир çамрăк хĕрсемпе пĕчĕк хĕрачасене кăна мар, çулланнă хĕрарăмсемпе аслă ÿсĕмри кинемейсене те куратпăр. Яшсемпе арçын ачасем те пур пирĕн йышра. Кашнин тĕллевĕ хитре те сывă пуласси», - терĕ ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР фитнес-аэробика федерацийĕн ертÿçи Оксана Вербина. Сăмах май, Чăваш Енри спорт шкулĕсенче 4 уйрăм ĕçлет, унта 400 яхăн ача вĕренет. Çавăн пекех кашни районпа хулари спорт керменĕсенче секцисем уçнă, вĕсене пин ытла çын çÿрет.

Ача-пăча фестивалĕпе Чăваш Ен чемпионатне 9 çул каяллах ирттерме пуçланă. Унта çулсерен вун-вун спортсмен хутшăнать. Кăçал та вĕсен йышĕ самаях пысăк пулчĕ. Республикăри тĕрлĕ районпа хуларан 80 команда /пурĕ 600 ытла çын/ пухăнчĕ. Çамрăксене сумлă хăнасем - Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕç. Михаил Васильевич фитнес-аэробикăна юратакансене тав турĕ, малашне те спортпа туслă пулма сĕнчĕ. «Спорт - сывă пурнăçăн пĕр енĕ. Çавăнпа кашни кун зарядка тума, урама тухса чупма, спорт лапамне кайма, каток çине тăма ан ÿркенĕр. Çапла тусан кăна эсир ывăннине, чир-чĕр мĕнне пĕлеймĕр, хăвăра яланах лайăх туятăр. Çитĕнекен ăру сывă та хастар пуласса ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет, çавăнпа аслисене çамрăксене тĕслĕк кăтартма ыйтатăп», - терĕ вăл. Уяв вăхăтĕнчех республика Пуçлăхĕ ЧР фитнес-аэробика федерацийĕн ертÿçине Оксана Вербинăна Тав çырăвĕпе чысларĕ тата алла çыхмалли сехет парнелерĕ.

5-20 çулсенчи черчен те илĕртÿллĕ пикесем сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вĕсен ăсталăхне темиçе номинаципе хакларĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Рубрика: