Спорт керменĕ – чи пысăк парне
Чăваш халăхĕн ят-сумне ĕçпе вăрçă паттăрĕсем, тĕнчипе паллă ăсчахсемпе искусство деятелĕсем, спорт çăлтăрĕсем, космонавтсем çĕкленĕ. 1968 çулта Мехикăра иртнĕ XIX Олимп вăййисенче Вăрмар районĕнче çуралса ÿснĕ боксер Валериан Соколов пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Чаплă çак çĕнтерÿ хыççăн тăван республикăра спорт хăвăрт аталанма пуçларĕ.
Юлашки 30-40 çулта бокс енĕпе СССР тава тивĕçлĕ тренерĕсен Г.Н.Герасимовăн тата М.С.Степановăн вĕренекенĕсем Валерий Львов, Владимир Мельник, Валерий Лаптев, Михаил Воропаев, Валерий Гордеев тата ыттисем темиçе хутчен çĕршыв чемпионачĕсенче тата пĕтĕм тĕнчери турнирсенче çĕнтернĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ хăйĕн ăсталăхне Шупашкарти «Динамо» спорт çуртĕнче ÿстернĕ. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн каялла тĕп хулара ачасемпе çамрăксен В.С.Соколов олимпиец ячĕллĕ спорт шкулĕ уçăлчĕ. Шел те, унăн хăйĕн çурчĕ пулман. 1990 çулсен варринче шкул директорĕнче тĕнче чемпионĕ Валерий Львов ĕçлеме пуçларĕ. Вăл тăрăшнипе хула администрацийĕ боксерсем валли Çĕнĕ Кăнтăр районĕнче ача сачĕн икĕ хутлă çуртне уйăрса панă. Анчах 350 ытла яшпа хĕре малалла аталанма тата пысăк ăмăртусене хатĕрленме кунта лайăх условисем пулман. Çавна май виçĕм çул паянхи пурнăçа тивĕçтерекен хăтлă та илемлĕ физкультурăпа сывлăх комплексĕ çĕкленме тытăнчĕ.
Çак кунсенче боксерсен чăн-чăн чаплă уявĕ иртрĕ — Эгер бульварĕнче виçĕ хутлă капăр кермен уçăлчĕ. Физкультурăпа сывлăх комплексĕ умĕнчи лапама çамрăк спортсменсемпе ашшĕ-амăшĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемпе хула çыннисем пухăнчĕç. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ытти хăна саламларĕç.
— Инфратытăма çĕнетмесĕр спорта аталантарма май çук. Юлашки вунă çулта вун-вун кер-менпе спорт лапамĕ хута кайрĕ. Паянхи кун республикăра вĕсен йышĕ — 4000 яхăн. Ача-семпе çитĕннисем унта куллен çÿресе сывлăхне çирĕплетеççĕ. Патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — физкультурăпа спорта аталантарасси, çавăнпа спорт керменĕсем тăвас ĕçе ырана хăвармăпăр, — терĕ Михаил Игнатьев.
Сăмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта маунтинбайк центрĕ уçăлчĕ. Çывăх вăхăтра Чăваш Ен тĕп хулинче биатлон комплексĕ тата тепĕр ФСК хута каймалла.
Петр СИДОРОВ