Спектакль хыççăн спектакль

Ача-пăча театр студине çӳрекен çамрăк артистсемшĕн каникул канмалли кăна мар, хĕрӳ вăхăт та.

Патăрьел халăх театрĕ çумĕнче иртнĕ çул йĕркеленнĕ «Шалунишки» студире 12 ача театр ăсталăхĕн пуçламăш никĕсĕсене алла илет. Луиза Леонтьева режиссерпа Ирина Егорова художник-постановщик ертсе пынипе сцена çинче калаçма хăнăхаççĕ, утма, ташлама, хăйсене тытма вĕренеççĕ.

Тĕрлĕ спектакле хутшăнма, репертуара çĕнетсех пыма тăрăшать коллектив. Халь вĕсем Ева Лисинан «Бомжик» тата «Витаминная страна» юмахĕсемпе çине тăрсах ĕçлеççĕ.

Çак кунсенче театр студийĕн артисчĕсем Шарль Перро çырнă «Золушка» юмаха хатĕрлеме тытăнчĕç.

СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: студи çĕнĕ юмахпа паллашать.

Патăрьел районĕ, Патăрьел.

Владимир ФЕДОРОВ

Владимир Федоров

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.