Солдатов - лайăх салтак

8 Ака, 2015

- Эпĕ вăрçăн малтанхи çулĕсенче юланутпа çÿрекен разведчик пулнă. Лаши манăн Аульчик ятлăччĕ. Çÿрен лашаччĕ. Хама курсанах и-ăхă-хăк, и-ăхă-хăк! тесе кĕçенетчĕ. Çапла "сăмах хушмасăр" кĕтсе илни пĕрре те пулман. Юлашки çăкăр татăкне те ăна хыптараттăмччĕ. Эх, ачашланатчĕ вара... Чĕлхипе питренех йăпăлт-йăпăлт çуласа илетчĕ. Мăнтарăн, асаплă вăхăт пулнине вăл та ăнланатчĕ. Ăнкарулăхĕпе, ачашлăхĕпе лăплантарма, кăмăла уçма тăрăшатчĕ. Чĕлхи çук пулсан та пĕр-пĕрне сĕре лайăх ăнланаттăмăр. Пĕрре çапла штаба донесени пама кайма тухнăччĕ. Çулĕ тăвайкки урлă выртатчĕ. Нимĕçсем ăна питĕ вăйлă сыхланă пулнă. Хайхи тăвайккине хăпарнă чухне Аульчика амантрĕç. Лаша палт! анчах кайса ÿкрĕ. Пăхатăп: пĕр пĕççи çурăлса кайнă. Питĕ хытă кулянтăм уншăн. Ларса ачашларăм, йăпатрăм. Хăй çаплах и-ăхă-хăк и-ăхă-хăк! тăватчĕ. Унтан куçĕнчен куççуль пăчăртанса тухрĕ. Хам та чăтаймарăм - чунăм çав тери кÿтсе килчĕ... Пĕреххут ан асаплантăр тесе персе пăрахрăм. Çак самант халĕ те чĕререн тухмасть. Тĕлĕкре те тĕлленет, - çапла пуçларĕ асилĕвне Вăрнар тăрăхĕнчи Санарпуçĕнче пурăнакан 101 çулти Михаил Платонов /Солдатов/. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Михаил Платонович "Солдатов" хушаматпа çÿренĕ-мĕн... Çуралнине ĕнентерекен хутĕнче вара "Платонов" тесе палăртнă имĕш. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.