Соцсеть правилăсене пăхăнмасть, е Тĕрĕс çырма пире мĕн чăрмантарать?

31 Çурла, 2017

Паян эпир, çамрăксем, интернетри социаллă сетьсемсĕр пурăнайми пултăмăр. Çулсем иртнĕ май чĕрĕ калаçу мессенджерсенчи хутшăнупа ылмашăнчĕ. Халĕ яшсемпе хĕрсенчен чылайăшĕ тĕл пулса кăна мар, шăнкăравласа та калаçмасть, юлташĕсемпе соцсетьсенче, телефонри сарăмсенче çыру çÿретнипех çырлахать.

Анчах çакăн тÿнтер енĕ те пур. Социаллă сетьсем çамрăксен хутшăну тата çыру культурине палăрмаллах чакараççĕ. Пурнăç питĕ хăвăрт аталанса пынă май, пĕр вăхăтрах темиçе ĕç тума тивнĕрен çамрăксен яланах хыпаланма тивет, çав шутра — çыру шăрçаланă чухне те. Ку сăлтава пула та «привет» «прив», «спасибо» «спс», «может быть» «мб», «пожалуйста» «пжт» е «пож», «компьютер» «комп», «интернет» «инет», «конференция» «конфа», «сейчас» «щас», «сегодня «седня» пулса кайнă. Кун пек тĕслĕхсене вĕçĕ-хĕррисĕр илсе кăтартма пулать. Унсăр пуçне çыру чĕлхине ют çĕршыв сăмахĕсем кĕреççĕ: «гоу», «хай», «имхо», «лол», «ноут», «юзер»… Анчах чĕлхене лайăх пĕлекен çынна çакă вĕчĕрхентерме пултарать: ăста мусăкçă хăлхине нота мĕнне пĕлмен çын хайланă кĕвĕ кĕнипе танлаштармалла-тăр çакна. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.