Соцпакет е укçа?

12 Утă, 2017

Уйăхри укçа тÿлевĕпе çыхăннă ыйтăва халĕ Пенси фончĕн сайтĕнчи «Гражданинăн уйрăм кабинетĕнче» йĕркелеме пулать. Çăмăллăхçăсен электронлă мелпе заявлени пама май пур. Унта социаллă пулăшу пуххипе усă курассине е ун вырăнне укçа илессине кăтартмалла çеç.

Аса илтеретпĕр: енчен те эсир маларах соцпакета хирĕçлесе е шăпах соцпакета тивĕçес тесе заявлени çырнă тăк тата хăвăр шухăша улăштарман пулсан Пенси фондне кайма, сайта кĕме кирлĕ мар. Сăмахран, эсир халĕ тÿлевсĕр эмелсем илсе тăратăр, анчах 2018 çултан социаллă пулăшу вырăнне укçан тивĕçесшĕн е тепĕр майлă. Кун пек чухне заявление 2017 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен çырмалла.

Хальхи вăхăтра соцпакет хакĕ уйăхра 1048,97 тенкĕпе танлашать, çав шутра эмел пайĕ — 807,94 тенкĕ, санаторипе курорт пайĕ — 124,99 тенкĕ, транспорт пайĕ /хула çывăхĕнчи пуйăспа тÿлевсĕр çÿресси, санаторие çăмăллăхпа кайса килесси/ — 116,04 тенкĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре соцпакета туллин е унăн уйрăм пайне хирĕçлесе 1,7 пин çын заявлени çырнă. Тÿлевсĕр эмелпе тата социаллă пулăшупа усă курас текенсем хальлĕхе — 130-ăн.

Пенси фончĕн электронлă сервисĕпе усă курма малтан Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталне кĕмелле. Пенси фондĕнче, нумай функциллĕ центрсенче тата ытти организацинче пĕр хутчен «учетная записе» çирĕплетмелле. Регистрациленнĕ чухне пулăшу кирлĕ пулсан Пенси фончĕн специалисчĕсем тĕплĕн ăнлантарĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.