Социаллă ыйтусене пăхса тухрĕç
Паян ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ Вячеслав Рафинов ертсе пычĕ.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа — пенсионерсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене 2019 çул валли палăртассипе çыхăннипе — ЧР ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев калаçрĕ. Докладçă пĕлтернĕ тăрăх — çак виçе кăçалхи шайрах юлĕ, 7953 тенкĕпе танлашĕ. «Асăннă виçене потребитель карçинккипе хакĕсене тĕпе хурса палăртаççĕ. Хушма социаллă тÿлеве тепĕр çул 31,7 пин çын илсе тăрĕ: ку йыш кăçалхинчен кăшт сахалрах. Çакă республикăри пенсионерсен тупăшĕ пысăкланнипе çыхăннă», — терĕ министр.
Сергей Димитриевах тепĕр саккун проекчĕпе те паллаштарчĕ. Вăл нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕшĕн тÿленĕшĕн ватăсем компенсацие тивĕçнине аса илтерчĕ: 70 çул тултарнисем — тÿлевĕн 50% чухлĕ, 80 çултан иртнисем — 100%. Чăн та, ку çăмăллăхпа пĕччен е ĕçлемен пенсионерсемпе çеç пурăнакан çынсем усă курма пултараççĕ. Министр паллаштарнă саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн çак ушкăн пысăкланмалла. Малашне 70 çул тултарнă тата аслăрах çынсем 1-мĕш, 2-мĕш ушкăнри ĕçлемен сусăрсемпе пурăнаççĕ пулсан та компенсацие тивĕçеççĕ.
Комитет ларăвĕнче çавăн пекех ачасене социаллă пулăшу кÿрессипе, граждансен сывлăхне сыхлассипе çыхăннă тата ытти саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен калакан проектсене пăхса тухса ырларĕç. Вĕсене пурне те ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕнче пăхса тухмашкăн тăратас тесе сасăларĕç.
Ларурах Григорий Данилов депутата Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетăн председателĕн заместителĕн должноçĕнчен — вăл хăйĕн ĕç-хĕлне яланхи професси никĕсĕ çинче пурнăçланă — хăтарас ыйтăва тишкерчĕç. Вячеслав Рафинов председатель каланă тăрăх — çакăн пирки ыйтса комитет членĕсем заявлени çырнă. «Саккун кăларакан пухăвăн депутачĕсен, хăйсен ĕç-хĕлне яланхи професси никĕсĕ çинче пурнăçлакансен, уйрăм право статусĕ. РФ Конституци сучĕн Постановленийĕпе килĕшÿллĕн асăннă категорие РФ Ĕçлев кодексĕн витĕмĕ пырса тивмест. Федерацин 184-ФЗ номерлĕ саккунĕпе /вăл регионсенчи парламентарисен ĕç-хĕлне йĕркелесе пырать/ хăйсен ĕç-хĕлне яланхи професси никĕсĕ çинче пурнăçлакан депутатсен полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех вĕçлемелли процедурăна та, çакăн сăлтавĕсен переченьне те çирĕплетмен. Федерацин асăннă саккунĕпе килĕшÿллĕн çакна субъектсен полномочийĕсен шутне кĕртнĕ. Чăваш Республикин «Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ çинчен» саккунĕн 18-мĕш статйипе килĕшÿллĕн комитет председателĕн заместительне, хăйĕн ĕç-хĕлне яланхи професси никĕсĕ çинче пурнăçлаканскерне, хăй заявлени çырсан, профильлĕ комитетăн членĕсен пуçарăвĕпе, çавăн пекех саккунра пăхса хăварнă ытти тĕслĕхре /сăмахран, шанчăкран тухсан/ вăхăт çитмесĕрех должноçран хăтарма пултараççĕ. Эппин, ку ыйтăва профильлĕ комитетра пăхса тухмалла. Çак комитет тивĕçлĕ рекомендаци парсан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕ татăклă йышăну тăвать. Тепĕр хут палăртса хăварас килет: кунта сăмах депутат полномочийĕсем вĕçленни пирки мар, хăйĕн ĕç-хĕлне яланхи професси никĕсĕ çинче пурнăçлакан депутатăн полномочийĕсем вĕçленни çинчен пырать. Ку вăл яваплăх мери мар, çакă чи малтан граждансен асăннă категорийĕн уйрăм право статусĕпе сăлтавланнă», — ăнлантарчĕ ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертÿçин заместителĕ — Патшалăх-право управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Ксенофонтова.
Çапла вара комитет членĕсем ку ыйтăва паянхи сессире пăхса тухассишĕн сасăларĕç.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментари хушас