Социаллă тĕрĕслĕх пулмалла

Паян Мускавра РФ Президенчĕ Владимир Путин ертсе пынипе Патшалăх Канашĕн тата патшалăхĕ пуçлăхĕ çумĕнчи çĕршывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕллевлĕ кăтартăвĕсене пурнăçланине тишкерекен комиссин пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă, доклад тунă.

Ларура ыйтусен виçĕ блокне пăхса тухнă: патшалăх тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсене МФЦсен сечĕ урлă кӳресси, социаллă сферăри пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕн хаклавĕ тата граждансене юхăннă çуртсенчен куçарасси. Кашни блокпа профильлĕ министрсем тата регионсен пуçлăхĕсем сăмах илнĕ. Михаил Игнатьев ĕç ушкăнĕн ертӳçи пулнă май граждансене авари пулма пултаракан çурт-йĕр фондĕнчен куçарассине мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă.

Михаил Васильевич граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас ыйтăва совет патшалăхĕн ертӳçисен вăхăтĕнчех татса пама хăтланнине аса илтернĕ. Анчах Владимир Путин çирĕп йышăну тунă хыççăн кăна лав вырăнтан хускалнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Президента истори шайĕнчи çивĕч çак ыйту тĕлĕшпе тимлĕ пулнăшăн тав тунă. «Паян ку енĕпе пĕтĕмлетӳ тума пулать: пĕтĕмĕшле илсен çак тĕллеве пурнăçлама вăй çитертĕмĕр», — тенĕ вăл.

Чăваш Ен опычĕпе те паллаштарнă. Республикăра граждансене бюджет укçине явăçтармасăрах территорисене аталантармалли программăсемпе куçарас практикăпа ăнăçлă усă кураççĕ. Социаллă хӳтлĕхсĕр категорисене çурт-йĕрпе тивĕçтерме çĕр лаптăкне конкурс процедурисĕр уйăрни те пулăшать. Михаил Игнатьев 2025 çулччен çĕршывра 42 миллион тăваткал метр ытла çурт-йĕр юхăннисен шутне кĕрессине палăртнă. Эппин, çынсене çав çуртсенчен куçармалли ялан ĕçлекен механизмсем йĕркелемелле. Ку енĕпе ĕç ушкăнĕ тĕп принципсене хатĕрленĕ. Пĕр енчен, никам та урамра юлмалла мар, тепĕр енчен, патшалăх пулăшăвĕ çыннăн социаллă статусне, социаллă тĕрĕслĕхе кура пулмалла.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. CAP.RU порталти сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас