Социаллă стипендие кам тивĕçет?

5 Нарăс, 2015

Социаллă стипендие хăш студент илме пултарать? Çак пулăшăва тăлăх студентсем, пĕрремĕш тата иккĕмĕш группа инвалид студентсем, ачаранпах инвалидсем, радиаци зонинче пурăннă е радиацие витĕмне тĕрлĕ сăлтавпа лекнĕ студентсем. Çавăн пекех 2015 çулта социаллă стипендие МВДра, хăш-пĕр çарсенче контрактпа службăра 3 çултан кая мар тăнă студентсем тивĕçеççĕ.

Стипендие илес тесен студентăн тÿлеве илме право паракан документсем пулмалла. Çавна валли социаллă хÿтлĕх пайĕнче асăннă тÿлеве тивĕçли çинчен ятарлă справка илмелле. Справка пĕр çул хушши вăйра тăрать. Ăна çулсеренех çĕнетмелле.

Справка илмешкĕн социаллă хÿтлĕх пайне çак документсене тăратмалла. Паспорт, çемье тупăшĕ çинчен справка /унта ĕç укçи кăна мар, ытти çăлкуçсенчен килекен укçа-тенкĕне те кĕртеççĕ/, çемье йышĕ пирки справка тата çын хăй ăçта, мĕнле йĕркепе вĕренни çинчен справка, тата стипенди виçи çинчен справка. Хăш-пĕр социаллă хÿтлĕх пайĕсенче тата тивĕçлĕ ытти справкăна ыйтма пултараççĕ - вăл эсир мĕне пула социаллă стипендие тивĕçнинчен килет.

Социаллă хÿтлĕх пайĕнчен справка илнĕ хыççăн ăна вĕренÿ учрежденийĕн деканатне çитермелле те социаллă стипенди пама ыйтса заявлени çырмалла. Справкăна сентябрь уйăхĕнче тăратмалла - ку вĕренÿ çулĕ пуçланнă тапхăтанах хушма тÿлеве илсе тăма май парать.

Социаллă стипенди виçи. Стипенди виçине вĕренÿ учрежденийĕсем хăйсем тĕллĕн палăртаççĕ. Анчах ун виçи 2010 тенкĕрен кая пулмалла мар. Колледжсенче стипендин чи пĕчĕк виçи 730 тенкĕпе танлашать. Студент лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать пулсан ăна пысăкрах стипенди параççĕ. Унăн виçине те вĕренÿ заведенийĕ палăртать.

Сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене социаллă стипендипе пулăшни студентсен пурнăçне кăштах çăмăллатать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.