Службăран кайсан та унран ютшăнман

14 Ака, 2017

Чÿк уйăхĕнчи Полици кунне кашниех пĕлет — вăл халăх уявне çаврăннă теме те юрать. Йĕркелĕх хуралĕн «шурсухалĕсен» вара тепĕр праçник те пур — Шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен кунĕ. Ăна çуллен ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Паллă кун умĕн эпир Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен органĕсен тата шалти çарсен ветеранĕсен канашĕн президиумĕн членĕпе, отставкăри милицин подполковникĕпе Вячеслав Ендеровпа, курнăçрăмăр, çывхаракан уяв, ветерансен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçрăмăр.

Вĕсем — пĕрремĕшсем

— Шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен кунĕ пирки çамрăк, анчах питĕ кирлĕ уяв тенĕ пулăттăм, — терĕ Вячеслав Александрович. — Хăйсен пурнăçне граждансен хăрушсăрлăхне, йĕркелĕхе тивĕçтерессине халалланă çынсене çапла сумлă шайра чыслас йăлана Раççей ШĔМĕн ун чухнехи министрĕ Рашид Нургалиев 2010 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче алă пуснă хушупа çирĕплетнĕ — ветерансен кунне туса хунă. Ака уйăхĕн 17-мĕшне суйласа илни 20 çул маларах шăпах çак кун ШĔМ ветеранĕсен канашĕ ĕçлеме пуçланипе çыхăннă.

— Чăваш Енре милици ветеранĕсен канашĕ хăçан йĕркеленнĕ?

— Ун чухне эпĕ милицире ĕçлеме те пуçламан-ха, анчах çакна лайăх астăвакансем пур. Республика ШĔМĕн чи хастар пенсионерĕсем «Отставкăра та стройра пулар!» девизпа хавхаланса министерство пулăшнипе 1984 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче конференци ирттернĕ — ветерансен канашне туса хума йышăннă. Унăн 15 çынран тăракан президиумне суйланă, унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă хисеплĕ ватăсем, милицире нумай çул ĕçлесе чыс-хисепе тивĕçнĕ çынсем кĕнĕ: Николай Маков, Федор Плужников, Валентин Кожевников, Александр Архипов, Людмила Алдухова, Алексей Беляев, Иван Гордеев тата ыттисем. Канаша ертсе пыма республикăн шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ пулнă Арсентий Григорьевич Григорьева шаннă. Тĕрĕссипе, ветерансен пĕрлĕхне йĕркелессин тĕп пуçаруçи те шăпах вăл пулнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.