Слоуп-стайлра — малта

17 Кăрлач, 2019

Челябинск облаçĕнчи «Солнечная долина» йĕлтĕрпе ярăнмалли сăрт-ту курортĕнче фристайл енĕпе Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту пырать. Унăн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ.

Çĕршывăн тĕрлĕ регионĕн 60-а яхăн спортсмен тупăшнă унта. Чăваш Ен чысне хÿтĕлекен — Дмитрий Мулендеев. Республикăри Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăхне туптаканскер арçынсен хушшинче çĕнтернине пĕлтерме кăмăллă. Вăл слоуп-стайл дисциплинăра мала тухнă. Сăмах май, ыран чăваш фристайлисчĕ биг-эйр /«пысăк вĕçев»/ дисциплинăра вăй виçĕ.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Sport.cap.ru сайтран илнĕ сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментари хушас