Сивĕ шывран хăраман полицейски
15 Apr, 2014 | Хыпар | Спорт | Маттур!
Спорт

Хăюллă та патвар хĕрарăм пирки ĕрĕхекен лашана чарма, çунакан çурт ăшне кĕме пултарать теççĕ. Сĕнтĕрвăрринчи полици пайĕнче ĕçлекен Светлана Ерпылева та çакнашкал йышшисенченех. Шартлама сивĕре шикленмен, пăрлă шыва кĕме хăраманскер урăхла епле хаклайăн.

Хастар пулни ăна пурнăçра та чылай пулăшать. Юрисконсульт тивĕçĕсене туса пыраканскерĕн кашни кун Куславккаран Сĕнтĕрвăррине /полици пайĕ икĕ районти йĕркелĕхшĕн яваплă/ хутлама тивет. «Юрать, тăватă кустăрмаллă тусăм пур. Ăмăртусене çÿремешкĕн те çăмăл», - терĕ шалти служба капитанĕ. Республикăра чи сумлă ишевçĕ тата триатлонçă ятсене тивĕçнĕ спортсменка çĕр-шыври чылай хулара иртекен кашни турнира çитме тăрăшать. Хăй пекех ытармалла мар чипер те маттур виçĕ хĕрне те тимлĕх кирлĕ. Пайра та хут ĕçĕ сахал мар, тĕрлĕ инстанцие çитмесĕр те май çук унăн, полици пайĕпе ĕçченĕсен интересĕсене хÿтĕлесси çăмăл ĕç мар паллах. Çапах пур çĕре те ĕлкĕрмелле, унсăрăн май çук.

Светлана Ĕпхÿре çуралса ÿснĕ. Пĕчĕк чухнех ишме кăмăлланă, кросс ăмăртăвĕсене те чылай хутшăннă, çапах хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарас темен. Мускаври гуманитари институтĕнче вĕреннĕ тапхăрта та, Санкт-Петербургра пурăннă чухне те бассейна çÿренĕ, кунсерен велосипедпа е çуран чупнă. Çемьери лару-тăрăва пула 2007 çулта Ерпылевсен çемйи Куславккана - Светлана ашшĕн тăван тăрăхне - куçса килнĕ. «Çав çул кĕçĕн хĕрĕм темиçе уйăхра кăначчĕ. Кашни кун шыв колонки патне кĕпе-йĕм чÿхеме çÿреттĕм. Çавăн чухнех сивĕ шывпа çăвăнма хăнăхрăм, кăштахран хам тăрăх та яма вĕрентĕм. Атăл хĕрринче пурăннăран унта шыва кĕме пуçларăм», - иртнине аса илчĕ пăр кайсанах шыва кĕме васкакан Светлана Юрьевна. Çавăнпах пулĕ ăна 40 çултан иртнĕ виçĕ ача амăшĕ тееймĕн. «Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни ÿт-пĕве çамрăклатать. Чир-чĕр те çыпăçмасть, хăвна ялан çирĕп кăмăллă туятăн. Спорт - пурнăçри йывăрлăхран пулăшакан эмел», - терĕ вăл.

Чăваш Ене куçса килсен хĕрарăм ăмăртусене хутшăнма тытăнать. Паян вăл - триатлон, çăмăл атлетика тата сивĕ шывра ишес енĕпе республикăн 12 хут чемпионки. Светлана Ерпылева - республикăри аквайспорт федерацийĕн членĕ. Тĕнче чемпионки Татьяна Александрова ертсе пынипе спортсменсем тĕрлĕ хулана тухса çÿреççĕ: Мурманск, Хусан, Тюмень... Кăçал, калăпăр, Куславкка полицейскийĕ Тутарстан чемпионатĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă, Шупашкар хула пуçлăхĕн парнине тивĕçнĕ. Иртнĕ çул та пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă: Тюменьре иртнĕ çĕр-шыв хулисен кубокĕнче 25 метрлă дистанцие виççĕмĕш вĕçленĕ, республика чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Йĕлтĕрпе те туслă капитан, полици ĕçченĕсен хушшинче иртекен турнирсенче ăна çитекенни çук: кашни ăмăртура малти вырăнта.

Ĕç кунĕ те унăн тренировкăран пуçланать. Кашни ир /хăнăхнă йăлпа 5-6 сехетре стройра/ вăл хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле, вĕсем - колонире ĕçлекен Маринăпа Екатерина Михайловăсем, Атăл хĕррине чупма тухаççĕ, шыва кĕреççĕ. Анчах та хĕлле «моржсене» валли вак хатĕрлемеççĕ, çавăнпа бассейна çÿренипе çырлахма тивет е канмалли кунсенче Шупашкара çитсе килеççĕ.

Светлана Ерпылевăна Куславккари тата Сĕнтĕрвăрринчи спорт комплексĕсенче час-час курма пулать. Пушă вăхăт тупăнсанах вăл унта васкать. 2012 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче те полици ĕçченĕ бассейна çитнĕ. «Çав кун эпĕ шыва кĕмелли тума манса хăварнăччĕ, каялла каяс шухăш та пурччĕ. Пĕр хĕрарăм хăйĕн тумне пачĕ те бассейнра шăмпăлтатмасăр чăтаймарăм. Çур сехете яхăн ишрĕм. Тухас тенĕччĕ кăна - бассейн тĕпĕнче çын кĕлеткине курах кайрăм. Аран-аран туртса кăлартăм. Кăкăрĕ тĕлĕнчен пусатăп, анчах шыв тухмасть. Çăварне уçса аллăма чиксен кăна ача сывласа ячĕ», - хумханса аса илчĕ спортсменка. Çак паттăрлăхшăн ăна тĕрлĕ парнепе чысланă, çăлавçăна ашшĕ-амăшĕ халĕ те тав сăмахĕ калать. Светлана Ерпылева Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуç шкулĕнче вĕренекен Оксана Никоноровăшăн иккĕмĕш амăшĕ пекех: вĕсем туслă çыхăну тытаççĕ, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ.

Полици капитанĕ спортсменка кăна мар, вĕрентекен те: ĕçтешĕсене уйрăм занятисенче самбо, дзюдо мелĕсене вĕрентет, ишме хăнăхтарать. Çав вăхăтрах вăл лирик та, сăвăсем хайлать, юрлама та ăста. Шалти ĕçсен министерстви çуллен ирттерекен «Щит тата лира» çарпа патриотлăх юррисен фестивалĕнче юрă-сăвăпа паллаштарать, кашнинчех дипломпа таврăнать. Кăçал та илемлĕ вулакансен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă.

«Ĕмĕтлĕ çын çунатлă», - теççĕ халăхра. Пирĕн геройăн та ĕмĕт-тĕллев пур. Паллах, чи пĕрремĕшĕ - ачисенчен лайăх çын çитĕнтересси, иккĕмĕшĕ... Чăваш Енре триатлон енĕпе виçĕ хут чемпион ятне тивĕçнĕскер «тимĕр çынсен» дистанцине /велосипедпа - 180 км, çуран 42 км чупмалла, шывра 4 км ишмелле/ парăнтарас тĕллевлĕ. Мĕнех, ăнăçу сунар сивĕ шывра ишме хăраман полицейские.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.