Сивĕ сăмах калас вырăнне кĕлĕ вуламалла

11 Ака, 2015

Ырă хыпар кунĕнче Тихвин Православи Турă амăшĕн хĕрарăмсен мăнастирне халăх çав тери нумай килнĕ. Чиркÿре малалла иртме те çук, çынсем алăк патĕнчех тăраççĕ. Шупашкарта тĕпленнисем, тĕслĕхрен, 6,5 сехетрех çула тухнă, кĕлĕ пуçланиччен Çĕрпĕве çитнĕ. Вăрмар тăрăхĕнчен килнĕ пĕр хĕрарăмпа паллашма май килчĕ. Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче ашшĕ çĕре кĕнĕ унăн. Хĕрĕх кун çитиччен ун ячĕпе кĕлĕ вулаттарасшăн хĕрĕ. "Хуйха пула пуç çаврăнсах кайнă тейĕн, чĕррисемшĕн çурта лартма мансах кайнă", - хăйне ÿпкелесе те илчĕ вăл. Унччен те пулмарĕ, турăш лавккине тепĕр хут кайса килчĕ.

Пĕчĕк ачасем амăшĕсемпе пĕрле урама тухкаласа кĕчĕç. Кĕлĕ вăхăтĕнче хăнăхнă йăлапа хăйсене лăпкă тытрĕç вĕсем: кутăнлашса, макăрса кăтартмарĕç. Сăмах май, хăшĕ-пĕри ача кÿмипех килнĕ.

Типĕ апачĕ

Чиркÿри кĕлĕ хыççăн Турăпа калаçма килнисенчен чылайăшĕ пачăшкăсемпе, манашкăсемпе пĕрле вăрăм сĕтел хушшине апата вырнаçса ларчĕ. Винегрет, тăварланă купăста, хăяр тÿрех куç тĕлне пулчĕ. Унтан вĕри яшка, çĕрулми нимĕрĕ, темĕн тĕрлĕ пăтă, компот лартса пачĕç. Амăшĕсем хăйсем çиме пуçличчен тĕпренчĕкĕсене кашăкпа апат хыптарчĕç. Пĕчĕкскерсен хырăмĕ хытах выçнă пулмалла.

"Турилккене хунине йăлт çимелле", - вĕрентет манпа юнашар апатланакан ватă хĕрарăм. Чăнах, апат хăварсан пĕçерекенсен ĕçне хисеплемен пекех пулса тухать. Ку йĕркене пурте пĕлни куçкĕрет, ахальтен мар кашнин умĕнчи савăт-сапа хăвăртах пушанчĕ.

"Ытти чух Ырă хыпар кунĕнче пулă çиекенччĕ. Анчах кăçал Мăнкунчченхи эрнере килчĕ çак уяв. Çавăнпа унпа апат хатĕрлемен", - терĕ картишне тухсан Нина матăшкă.

Калаçса тăнă вăхăтрах çынсем пил ыйтма чарăнчĕç. Канаш районĕнчи Çĕнĕ Чăлкассинчи Валентина ятлă хĕрарăм Çĕрпĕве яланхи пекех пушă алăпа килмен. Мăнкун сĕтелĕ хатĕрлемешкĕн хĕрĕн çемйи валли çăмарта, тăпăрч илсе килнĕ. "Мана матăшкă юратать", - кулса та илет вăл.

 

Хĕрес çÿрев

Мăнастирти манашкăсен качча тухма та, ача çуратма та юраманни паллă. Вĕсем чуншăн тата чиркÿшĕн ĕçлесе пурăнаççĕ. Акă Нина матăшкăн водителĕ Магдалина курăнчĕ. "Унăн ашшĕ-амăшĕ - чăваш. Хĕрĕ вырăсла калаçатчĕ. Хамах тăван чĕлхепе хутшăнма вĕрентрĕм ăна", - ăнлантарать кунти ĕç-пуçа йĕркелесе пыракан хĕрарăм. Çакăншăн вăл тата пысăкрах хисепе тивĕçлĕ. Сăмах май, Нина матăшкă Иерусалимра 7 çул пурăннине асăнса хăварас килет.

Кунта кашни кун 12 сехетре хĕрес çÿревĕ йĕркелесси йăлара. Хăш чухне 50-60 çын таран пуçтарăнать-мĕн. Хальхинче, те çанталăк сивĕрен, те çил витĕр каснăран, халăх саланса пĕтрĕ. Эпир виççĕн Иустинья инекиня хыççăн Ырă хыпар кунĕнчи кĕлле вуласа утрăмăр. Ăна сасăпа та, ăшра та калама юрать. Кĕлле 150-шар хут вуласан тин мăнастир картишне кĕтĕмĕр.

"Пĕр хĕрарăм хĕрес çÿреве хутшăнас тенĕ çĕртех хăйне япăх туйнăран сак çине ларса юлнă. Çав вăхăтрах тĕлĕрсе кайнă вăл. Ыйхă тĕлĕшпе кĕлĕ калакансен хыççăн ылтăн йĕр юлнине курнă хайхискер. Хăвăртрах тăрса çав çынсене хăваласа çитнĕ..." - пĕр тĕслĕхпе паллаштарать малта пыракан инекиня. Хĕрес çÿревре пулăшу ыйтни тÿпене çитни пирки иккĕленмест тĕне ĕненекен.

 

Ялти пекех

Пысăк библиотека çумĕпе иртсе пыратпăр. Унта тĕн кĕнекисем упранаççĕ. Ку çурт кĕçнерникун тата вырсарникун вулакансене хапăл.

"Ялти ытти çынсем пекех пурăнатпăр эпир. Хамăра тăранса пурăнмалăх çĕр те, выльăх-чĕрлĕх те пур", - каласа кăтартать Иустинья инекиня. Уçăлма кăларнă ĕнесене, сурăхсене, чăх-чĕпе хăваласа кĕртнĕччĕ ĕнтĕ. Манашкăсем картише шăлса тасататчĕç. Кама мĕнле ĕç хушнă, çавна тумалла - мăнастирте урăхла юрамасть.

Манашкăсем пахчаçимĕç, чечек калчи лартса тултарнă. Улма-çырла йывăççисем те кĕçех çулçă кăларĕç, çеçкене ларĕç. Пĕчĕк кÿлĕре пулă выляма пуçлĕ. Ку вырăна ачасем уйрăмах юратаççĕ-мĕн.

Аслă пĕлÿллĕ специалистсем те мăнастирте канлĕх тупни вăрттăнлăх мар. Ял хуçалăх, медицина, педагогика ĕçне пĕлекенсемпе кулленхи пурнăçа майлаштарса-йĕркелесе пыма çăмăлрах.

Мăнкун çăмарти

Мăнастирти вырсарни шкулне кĕрсенех çĕвĕ машинипе ĕçлени илтĕнчĕ. Ятарласа Мăнкунра сцена çине кăларакан спектакль сăнарĕ - Кит - хатĕрпе пĕрех. Ăна унтан-кунтан çĕлесе çыпăçтармалли кăна юлнă. Вăл, Турă хушнипе пурăнман Иона пророка çăтаканскер, тĕнче пысăкăш туйăнчĕ. Ыттисен çи-пуçне вара хатĕрлесе çитернĕ.

"Эпир шоу кăтартма мар, тарăн шухăшлă программа хатĕрлеме тĕллев тытнă. Ку спектакль кĕлĕ вуласа çылăхран тасалма вĕрентет", - пуçларĕ калаçăва Надежда Николаевна. Çак ĕçпе Çĕрпÿри, Куславккари, Улатăрти хĕрарăмсен колонийĕсене çитесшĕн вĕсем. Ваттисемпе сусăрсен çуртне те, социаллă центрсене те çул хывнă çак йыш. "Пирĕн пата камсем килсе çÿреймеççĕ, эпир хамăр вĕсем патне каятпăр", - тет хĕрарăм.

Мăнкунра вырсарни шкулĕн артисчĕсене Красноармейски районĕнчи Упири ятарлă шкулта кĕтеççĕ. "Вĕсем никам та мар, шăпах тантăшĕсем калаçнине малалла ÿпĕнсе пĕр сăмах сиктерми итлеççĕ. Спектакльти сăнарсен хăйнеевĕрлĕхĕ вĕсен чунне кĕрсе юлать", - çирĕплетет вĕрентекен.

Унтан кулич касса хурĕç, пĕрле çăмарта çийĕç, чей ĕçĕç, тĕн кĕнекисем парса хăварĕç. Турра ĕненекенсемпе хутшăнни çамрăксен чĕринче ырă йĕр хăваратех.

Вырсарни шкулĕнче уяв тĕлне çăмарта куравĕ йĕркеленĕ. Ÿкернĕ, вĕтĕ шăрçапа илемлетнĕ ал ĕçĕсем ытла та хитре.

Кăçал Мăнкунра чиркÿре капăрлатнă карçинкка çакасшăн. Унта пĕри çăмарта хурса хăварма, тепри ăна илсе çиме пултарĕ.

 

Йĕри-тавра - пирĕшти

Чăнах та çапла. Вырсарни шкулĕнчи мачча, стена çинче, чÿрече анинче курма пулать вĕсене. "Пĕрре çапла ачасем экскурсие килнĕччĕ. Лара-тăра пĕлменни чÿрече патне чупса пычĕ те вĕтĕ шăрçаран тунă пирĕштие ярса тытрĕ. Унтан ăна кăкăр çумне пăчăртарĕ. "Ку - манăн пирĕшти", - каларĕ çийĕнчех. "Юрать, ил ăна. Çак пирĕшти сана пулăшса пытăр", - терĕм. Темшĕн яланах çак тĕслĕх аса килет", - пытармасть хĕрарăм.

"Мĕнпе пулăшмалла?" - çапла ыйтнине тăтăш илтме тÿр килнĕ-и? Анчах хăйсен пурлăхне, укçи-тенкине ыттисемпе пайлама хатĕр çынсем те сахал мар пирĕн йышра. "Ун чухне гитара калама вĕренеттĕмĕр. Инструментсем çитмеççĕ. "Мĕн кирлĕ сире?" - мăнастир картишĕнче пĕр арçын сăмах пуçарни маншăн та кĕтменлĕх пулчĕ. Гитара хакĕ пирки калаçса кайрăмăр. Вăл çав самантрах кĕсйинчен 5 пин тенкĕ кăларса тыттарчĕ. Паянхи кунчченех ăна тав туса пурăнатăп", - Надежда Николаевнăпа калаçса тăранма çук.

 

Турăран...

Çынна пулăшни киленĕç кÿнине вырсарни шкулне çÿрекенсем хăйсем те лайăх пĕлеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, нумаях пулмасть вĕсем пĕр кинемей патне кĕрсе тухнă. Килте сивĕтмĕш пулманран кастрюльти апата юр çине лартса упранă ватă хĕрарăм. Çанталăк ăшăтсан унăн пур-çук апат-çимĕçĕ пăсăлма пуçласси пăшăрхантарнă вĕсене. Ырă чунлă çынсем ăна сивĕтмĕш илсе пама шухăш тытнă. Кĕçех кирлĕ хатĕре Шупашкартан турттарса та килнĕ. Хайхи çав хĕрарăм курман вăхăтра ăна картишне кĕртсе лартнă. "Турăран", - çырса хăварнă кĕске çыру. Кайран сивĕтмĕше хăйсемех вырнаçтарса панă. Кинемей камсем пулăшнине тавçăрать пуль-ха та, çапах асамлăха та ĕненет вăл.

Пĕччен арçынсен кил-çуртне тирпейлеме те хутшăнать, çити-çитми пурăнакансене япаласемпе тивĕçтерме те тăрăшать çак йыш.

Кĕнеке витĕмĕ

"Паян Турă кĕнекисене вулатпăр-и?" - вырсарни шкулне çÿрекен ачасем çапла калани, паллах, савăнтарать Надежда Николаевнăна. "Çамрăксем - пысăк вăй. Вĕсем хăйсем те çакăн çинчен пĕлмеççĕ. Çак вăй йăлтах аркатма та, çĕнĕрен çĕклеме те пултарать. Çамрăксене тĕрĕс çул суйлама вĕрентмелле", - çирĕплетсе калать вăл.

Аслă классем валли хатĕрленĕ тĕн литературипе паллашма май килчĕ. Унта пурнăçри кăткăс лару-тăрăва сирме вĕрентнĕ.

...Пĕр хĕр чăкăртăш, сăлтавсăрах вĕчĕрхенекен каччăпа пĕрлешнĕ. Унăн тантăшĕсем лăпкă яшсене суйласа илнĕ, анчах пурпĕр килте хирĕçмелли тупăнсах тăнă. "Эсир ятлаçнине илтмен. Арçыннăн кăмăлне мĕнле майпа тупатăн?" - кăсăкланнă çамрăк арăмсем хăнана пырсан. "Эсир пĕр-пĕрне сивĕ сăмахсемпе кÿрентеретĕр. Эпĕ, упăшка вĕчĕрхенме пуçланине сиссен, шăл шурри те кăтартмастăп, чунĕ лăплантăр тесе кĕлĕ вулама пуçлатăп", - вăрттăнлăха уçнă хĕрарăм.

Çамрăк тепĕр арăм тарăхнă та япалисене чăматана чикнĕ, амăшĕ патне кайма пуçтарăннă. Паллах, иккĕшĕн те кăмăлĕ хуçăлнă. Тĕрĕссипе, хĕрарăмăн ниçта та каяс килмен.

- Мĕншĕн чармастăн эсĕ мана? - упăшкин куçĕнчен пăхнă вăл.

- Эсĕ - ирĕклĕ. Ăçта лайăх сана - çавăнта пурăн, - хуравланă арçын.

Чуна уçни те йăнăш утăм тăвасран сыхлать, ытлă-çитлĕ тата пĕр çăвартан пурăнма пулăшать.

 

Çĕнĕ чиркÿ

Çĕрпÿри Тихвин Православи Турă амăшĕн мăнастирĕн историйĕ 1670 çултанпа çырăнать. Малтанах унта манахсем пурăннă. 1871 çултанпа мăнастирĕн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланнине палăртса хăвармалла. Ун чухне арçынсен мар, хĕрарăмсен килĕ пулса тăнă вăл.

Революци хыççăнхи çарату, аркату тапхăрне чăтса ирттернĕ Турă çурчĕ. Шыв та шар кăтартнă ăна. Пурпĕрех çынсем такăрлатнă сукмак çухалман. Паян çакăнта хĕрĕхе яхăн хĕрарăм кĕлĕ туса пурăнать.

Мăнастирти чиркÿ пысăках мар, уявсенче уйрăмах тĕне ĕненекен пур çын шала кĕрсе тăраймасть. Çавăнпах кĕлĕ вăхăтĕнче нумайăшĕн урамра тăма тивет. Çакна шута илсе 2004 çулта федераци укçипе çĕнĕ чиркÿ хăпартма пуçланă. Ăна çулла хута ярасшăн. Анчах шалти ĕçсене вĕçлеймен-ха. Пирĕнтен кашниех сăваплă çак ĕçе хăйĕн тÿпине хывма пултарать. Май пур чухлĕ укçа куçарса памашкăн банк реквизичĕсене пичетлетпĕр:

Цивильское ОСБ 4437 г.Цивильск

ИНН 2115004020 КПП 211501001

Р/с 40703810175180000028

Волго-Вятский банк СБ РФ

Чувашское ОСБ / 8613 г. Чебоксары

к/с 30101810300000000609, БИК 049706609

Тихвинский Богородский Православный женский монастырь.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.