«Сисĕмлĕ чĕресен кĕввисем»

26 Юпа, 2016

Шăпах çак ятпа Шупашкарта юпа уйăхĕн 17-23-мĕшĕсенче пушарнăйсемпе çăлавçăсен Пĕтĕм Раççейри музыка конкурсĕ иртрĕ. Кăçал ăна Пушар хуралĕн çулталăкне халалланă.

Пултарулăх фестивальне хальхинче 19 коллектив хутшăнчĕ, вĕсем Раççей МЧСĕн 8 регион центрĕн, çавăн пекех ведомствăн 6 вĕренÿ учрежденийĕн, Раççей МЧСĕн Ханты-Манси автономи округĕнчи, Крым Республикипе Севастополь хулинчи тĕп управленийĕсен, çăлав çар йĕркеленĕвĕсен тата Ятарлă пушар хуралĕн управленийĕн чысне хÿтĕлерĕç. Пĕтĕмпе — 150 артист, вĕсем хăйсен юрă-ташă номерĕсемпе ултă номинацире паллаштарчĕç: «Çамрăк талант», «Автор юрри», «Çĕнтерÿ кунне халалласа», «Професси ĕçĕ-хĕлĕ пирки юрă шăрантарасси», «Ташă жанрĕ», «Хĕрлĕрех сарă юрă». Жюрире Раççей МЧСĕн сотрудникĕсемпе ветеранĕсем, Чăваш Республикин культурăпа искусствăри паллă деятельсем пулчĕç. Вĕсен виçĕ кунра 140 номере пăхса хак пама тиврĕ.

“Сăвă çырни, юрă шăрантарни питех те кирлĕ, унсăрăн чĕресем сисĕмлĕ пулма пăрахĕç. Ыттисен инкекĕпе ыратăвне туймалла пирĕн. Пултарулăх çăлавçă чунне уçать, вăл инкеке лекнисене, пулăшу кирлисене пулăшма яланах хатĕр”, — терĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор конкурса уçнă май.

“Сисĕмлĕ чĕресен кĕввисем” конкурсра Чăваш Енрен тĕп управленин “Служу Отечеству” вокал-инструмент ансамблĕ хутшăнчĕ. Çак ушкăн хальхинче те Атăлçи регион центрĕн чысне хÿтĕлерĕ. 2014 çулта вăл асăннă фестивалĕн /ун чухне вăл Коломна хулинче иртнĕ/ çĕнтерÿçи пулса тăнă. Пĕлтĕр ентешĕмĕрсем Севастопольте иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ансамбльте юрлакансем каланă тăрăх — конкурса хутшăнакансенчен нумайăшĕнпе тахçанах паллашнă, çавăнпа тус-юлташне Чăваш çĕрĕ çинче курма питĕ хавас.

Пĕтĕм Раççейри конкурсăн финалĕ юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче иртрĕ. Зал — туллиех. Пухăннисене тата фестивале хутшăнакансене Раççей МЧСĕн Кадр политикин департаменчĕн корпоративлă культурăна тата воспитани ĕç-хĕлне йĕркелекен пайĕн пуçлăхĕ, жюри председателĕн заместителĕ Владимир Якунин саламларĕ: “Пирĕн çĕршывăн кашни регионĕнче питĕ лайăх çынсем — сăвă, юрă-кĕвĕ çырма пултаракансем — пурăнаççĕ. Пирĕн концерт та нумай нациллĕ халăха пĕрлештерет. Эпир пурте питĕ лайăх çĕршывра пурăнатпăр, унпа тивĕçлипе мухтанатпăр.” Станислав Антонов çак конкурса кăçал Шупашкарта ирттернĕшĕн савăннине палăртрĕ: “Кунта Раççей МЧСĕн чи лайăх представителĕсем пухăннă, вĕсем пултарулăхне пирĕн кăткăс профессие халаллаççĕ. Халĕ хăйсен таланчĕпе паллаштарма Шупашкара килнĕ”.

Финалта чи лайăх юрăсене шăрантарчĕç, илĕртÿллĕ ташăсемпе чуна тыткăнларĕç. Куракансем пакунлă артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарасса кашниех чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Ыттисенчен нумайрах балл пухса чи лайăх коллектив ятне Атăлçи регион центрĕн представителĕсем тата Раççей МЧСĕн Пушарпа кĕрешекен патшалăх службин /ГПС/ Ивановăри пушар-çăлав академийĕн курсанчĕсем тивĕçрĕç. Иккĕмĕш вырăнта — Ятарлă пушар хуралĕн управленийĕн тата Раççей МЧСĕн ГПС Урал институчĕн командисем. Виççĕмĕшĕнче — Кăнтăр регион центрĕн тата Раççей МЧСĕн ГПС Санкт-Петербургри университечĕн артисчĕсем. Çĕнтерÿçĕсене тата кашни номинацире малти вырăнсене йышăннисене дипломсемпе кубоксем, хаклă парнесем парса чысларĕç.

Фестивале хутшăнакансем, хальч­чен Чăваш Енре пулса курманскерсем, хăйсене Шупашкар питĕ килĕшнине, кунта татах та татах килме кăмăл пуррине пĕлтерчĕç. 2017 çулта пушарнăйсемпе çăлавçăсен конкурсĕ Пермь крайĕнче иртĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.