Сире медицина пулăшăвĕ тивĕçтерет-и?

11 Чÿк, 2015

Çĕнĕ проект çивĕч ыйтусене уçăмлатма май парĕ

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли ирттернĕ пресс-конференцире сÿтсе явнă тĕп ыйту - «Уçă министерство» программăпа килĕшÿллĕн вăй илнĕ «Пациентшăн» проект.

«Вăл пулăшнипе медицинăн уйрăм организацийĕнче сиксе тухнă çивĕчлĕхе сирме пултаратпăр. Çынсем пулăшу пахалăхĕпе кăмăллă пулассине ÿстермешкĕн пĕринче тухтăр патне кĕмелли черете пĕчĕклетмелле, иккĕмĕшĕнче регистратура ĕçне лайăхлатмалла е специалистсем çитменнипе çыхăннă ыйтăва татса памалла, виççĕмĕшĕнче хăтлăх кĕртмелле, - палăртрĕ Алла Самойлова министр. - Малтанхи вăхăтра ку çĕнĕлĕх Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене кăна пырса тивет. Тĕпрен илсен, пуçламăш тытăма - амбулаторипе поликлиника службине хаклаççĕ. Ун хыççăн вара республикăри район-хулари сиплев учрежденийĕсене тĕрĕслеме палăртатпăр».

Сыватмăшсем пациентсемшĕн ĕçлеççĕ, çавна май вĕсен шухăш-кăмăлĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çынсем хăйсем пурăнакан вырăнти медицина организацийĕсен ĕçне лайăхлатассипе çыхăннă сĕнĕвĕсене çитермешкĕн хушма условисем йĕркеленĕ: электронлă почтăн ятарлă адресне тата «хĕрÿ лини» телефонне уçнă. Унсăр пуçне пациентсем хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусене хула больницисенчен пĕринче уйăхра пĕрре ирттерекен уçă тĕлпулура министра пама пултараççĕ.

Паянхи саманана тивĕçтерекен поликлиникăн мĕнлерех пулмалла? Çакăн хуравне пĕрлехи вăйпа уçăмлатса больницăсен ĕç-хĕлне пациентсен кăмăлне туллин тивĕçтермелле йĕркелеме пулăшасси - асăннă проектăн тĕп тĕллевĕ.

Кашни уйăхра хулари сиплев учрежденийĕсенчен пĕринче медицина ĕçченĕсен пĕрлĕхĕ тата общественноç комплекслă тĕ­рĕслев ирттереççĕ. Виçĕ эрнене тăсăлакан аудит вăхăтĕнче Чăваш Республикин Çамрăксен Правительствин «сывлăх агенчĕсем» организацин ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă информацие пухса тĕплĕн тишкерсе тухаççĕ: персонал çынсемпе хутшăнма пĕлнине тата кăткăс лару-тăрăва сирме пултарнине кăна мар, вĕсем хăйсене мĕнле тытнине, сăн-сăпатне, пациентсем черетре кĕтсе ларнă вăхăта, мĕнле сипленине, больница пулăшупа тивĕçтерекен хутлăхра пурăнакансемпе тата предприятисенче профилактика мероприятисем йĕркеленине пахалаççĕ. Унсăр пуçне пулăшупа еплерех тивĕçтернине палăртмашкăн «сывлăх агенчĕсем» пациентсен хушшинче ыйтăм ирттереççĕ.

Больница ĕçне вара ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ пациентсемпе уççăн тĕл пулнă чухне тивĕçлĕ хаклаççĕ. Çакăн хыççăн министерство ертÿлĕхĕ çитменлĕхсене сирмешкĕн медицина учрежденийĕн коллективĕпе пĕрле кÿлĕнет. Тепĕр ултă уйăхран ирттернĕ тĕрĕслев учреждени администрацийĕн умри тĕллевсене пурнăçлама пултараслăхне палăртать.

Проекта ăнăçлă ĕçлеттерсе ямашкăн пулăшас тетĕр-тĕк, сĕнÿ-канаша электронлă почтăпа /openmz@mail.ru/ ярăр е /8352/ 26-13-13 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерĕр. Проект пурнăçланса пынипе ЧР Сывлăх сывхлавĕн министерствин официаллă сайтĕнче /www.medicin.cap.ru./ паллашма май пур.

Сăмах май, «Пациентшăн» проект чÿк уйăхĕнче - Шупашкарти П.Н.Осипов ячĕллĕ 1-мĕш, раштавра - Хулари тĕп, кăрлачра - Хулари 1-мĕш клиника, нарăсра - Васкавлă медицина пулăшăвĕн, пуш уйăхĕнче - Хулари 2-мĕш, çу уйăхĕнче - Çĕнĕ Шупашкарти хула больницисенче, ака уйăхĕнче Хулари клиника центрĕнче иртет.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕпе ирттерекен уçă тĕлпулусем ăçта, хăçан тата хăш вăхăтра пулассине медицина учрежденийĕсенче проектăн «хĕрÿ линийĕпе» шăнкăравласа е ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин официаллă сайтĕнче пĕлме пулать.

Валентина ИЛЬИНА

 

Рубрика: