«Сире «Хĕрÿ лини» итлет...»

4 Авăн, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ умĕн Чăваш Енре суйлавçăсемпе çыхăну тытакан «Хĕрÿ линин» пунктне уçма йышăннă. Вăл - республикăри Общество палатипе «Раççейри ирĕклĕ суйлав фончĕ» коммерцилле мар общество организацийĕн пĕрлехи ĕçĕ. Çĕршыври 80 регионта ку тытăм 2007 çултах йĕркеленнĕ. Паянхи кунччен çынсен кунта çитнĕ 89 пин ытла сĕнĕвĕпе çăхавне, ыйтăвне тишкерсе хурав панă. Федерацин 2016 тата 2018 çулсенчи суйлав кампанийĕсем пурнăçланас умĕн «Хĕрÿ лини» пункчĕн пĕлтерĕшĕ татах ÿсĕ. Вăл суйлав тапхăрĕсенче кăна мар, малашне яланах ĕçлĕ. Регионта call-центр пурри «Хĕрÿ лини» мелĕпе вăл е ку çынран илнĕ çăхава е сĕнĕве хăвăрт тата тĕрĕс татса пама пулăшĕ.

«Хĕрÿ линин» адресĕпе контакт телефонĕсем: Шупашкар хули, Республика тÿремĕ, 2-мĕш çурт, 118 пÿлĕм; тел.: /8352/ 39-35-86; электрон почти: chuvashia21-hotline@mail.ru; SMS ямалли номер: 8-927-668-35-67. «Хĕрÿ линин» Мускаври тĕп пункчĕн тÿлевсĕр çыхăнăвĕн номерĕ: 8-800-333-4103.

Ю.ЛИСТОПАД