«Симĕс ылтăн» - тупăш çăлкуçĕ

11 Авăн, 2015

Хăмла плантацине кĕрсен тÿрех «Пахчи-пахчи, хăмла пахчи» юрăри сăмахсем аса килеççĕ. Шел, çулсем иртнĕ май чăваш хăмлин чапĕ хавшарĕ, анчах пĕр тикĕссĕн явăнса ÿсекенскерĕн техĕм шăрши халĕ те тыткăнлама пăрахмасть. Кашни районти кашни хуçалăх тенĕ пек хăмла ĕçĕпе тăрăшнă вăхăтсем иртрĕç пулĕ çав ĕнтĕ. Пирĕн Вăрнар районĕнче те ăна «Агрохмель» тулли мар яваплă обществăра çеç лартса тăваççĕ халĕ.

«Симĕс ылтăн» плантацийĕн речĕсем таса, çĕре кăпкалатсах, тасатсах, имçамласах тăнă. Хунавсем вăй илес вăхăтра çумăрсем пулманран кунта кăçал мелиораци мелĕпе усă курнă.

Хăмла туса илекенсем ăна хунавран тытăнса пиçĕ пучах таран çитĕнтересси çăмăл маррине аван пĕлеççĕ. Çитменнине, ĕçĕн пысăк пайне алăвĕççĕн пурнăçлаççĕ. Акă, «Агрохмель» обществăн пĕр ушкăнĕ ху­навсене касса прицеп çине типтерлĕн хурать, Юрий Алексеев хаклă «пурлăха» комбайн патне çитерет. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.