Ҫӗнӗ культура керменӗнчи пӗрремӗш мероприяти

22 Çурла, 2017

Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫсем нумай ҫул хушши клубсӑр пурӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӗсен ӗмӗчӗ тинех пурнӑҫа кӗнӗ. Кунта 150 вырӑнлӑ ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ.

Культура вучахӗнче вулавӑш та, санузел та пур. Юнашарах - спорт площадки, ҫуллахи сцена. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кунта Чӑваш патшалӑх академи театрӗн артисчӗсем "Ыйӑх ҫухатнисем" спектакль лартнӑ ӗнтӗ. Паян вара асӑннӑ культура керменӗнче республика пӗлтерӗшлӗ пӗрремӗш мероприяти иртрӗ. Кунта Вӑрмар районӗн пӗрремӗш ҫур ҫулти социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ.

Мария СЫТИНА, пенсионер:

- Ку культура ҫуртне питӗ кӗтнӗ эпир. Кивви пуянсенчен юлнӑ кивӗ ҫуртра вырнаҫнӑччӗ. "Сире ҫӗнӗ клуб лартса паратпӑр-ха",- тесе шантарчӗҫ пире Шупашкартан, районтан килнисем. Клуб кӗтсех ватӑлтӑмӑр ӗнтӗ. Эпӗ 76 ҫулта пулсан та ахаль ларса ватлӑха сая ярасшӑн мар, пьесӑсем ҫыратӑп, балалайка, купӑс калатӑп. Манӑн "Сӑмакунҫӑсем" пьесӑна лартнӑ ӗнтӗ. Ытти пьесӑна та ҫӗнӗ культура керменӗн сцени ҫинче кӑтартас кӑмӑлӑм пур! Çамрӑк чухне пулайманнине халӗ ҫавӑрса хурас тетӗп.

Сергей ИЛЬИН, Энӗшпуҫра пурӑнакан, пенсионер:

- Эпӗ кивӗ клубӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Унчченхипе хальхине танлаштарма пултаратӑп. Унчченхи тӑвӑрччӗ, пӗчӗкчӗ. Артистсен хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмӗ те ҫукчӗ. Ку культура керменӗ питӗ чаплӑ. Артист пӗлĕмӗсем те пур. Пушӑ лармаллискер мар вӑл. Залӗ те, сцени те пысӑк, спорт вӑййисем те ирттерме май пур.

Комментари хушас