Шывăн турачĕ çук

19 Пуш, 2015

Пире хальхинче те Людмила Александровна, клуб ĕçченĕ, çуркунне ун йĕри-тавра пĕлтĕрхи çулçăсене шăлса тасатма пуçтарчĕ. Ачасемпе яланах пĕрле выляттăмăр, тĕрлĕ уявра концертсем лартма пулăшаттăмăр, ĕçленĕ чух та пĕрле.

Çуркунне, çырмасемпе варсенче шыв кĕрлесе юхать. Пирĕн клуб çырма хĕрринче ларать. Кун вĕçленсе те пырать ĕнтĕ. Пуçтарнă çулçăсене тирпейлесе пытăмăр. Унччен те пулмарĕ таçтан ача сасси илтĕнчĕ. Унталла-кунталла пăхрăмăр - курăнмарĕ.

- Кунта вăл! - кăшкăрчĕç çырма енчен. Сас илтĕнекен еннелле пурте кĕпĕр-кĕпĕр чупрăмăр. Пăхатпăр та пилĕк çулхи Федя шывра, çыран хĕрринчи тымартан аран-аран тытăнни курăнать. Çитменнине тата вăл тепĕр енче. Хăраса кайрăмăр. Нимĕн тума пĕлмесĕр тăратпăр, нимĕнпе те пулăшаймастпăр. Леш енчи çырана вăл мĕнле лекни пурне те кăсăклантарчĕ.

Саша, тĕрлĕ ăмăртура чи хăвăрт чупакансенчен пĕри, ним шухăшласа тăмасăр аякранах чупса килсе çырма урлă сиксе каçрĕ. Вăл та шыва сикрĕ. Телее, юнашар йывăç ларатчĕ! Вăйлă арçын ача тытăнса тухрĕ тухрех. Унтан вара Саша Федьăна та туртса кăларчĕ. Пурте хĕпĕртерĕмĕр. Кĕç путман ачана çав самантрах киле ăсатрăмăр. Пĕр татса паман ыйту юлчĕ пирĕн пуçра: «Федя шыва мĕнле кĕрсе ÿкнĕ-ха? Çыран леш енне мĕнле майпа çакланнă-ши?»

Тепĕр кунне эпир пурте Федя кил умĕнче пухăнтăмăр. Чĕнсе кăлартăмăр, ыйтса пĕлтĕмĕр.

- Эп çыран хĕррине антăм. Шыв кĕрлесе юхни мана питĕ интереслентерчĕ. Хам та сисеймерĕм, ура шуса кайрĕ. Пĕр 3-4 метр шыв юхăмĕпе ишрĕм. Алла хыт-хура, туратсем çакланчĕç. Çирĕпрех тытăнсан сире кăшкăртăм. Юрать, йывăç тымарĕн-чен тытăнтăм. Халь ăçта пулаттăмчĕ-ши, - хурлăхлăн каласа пачĕ Федя.

Федьăн амăшĕпе ашшĕ Сашăна тĕрлĕ парнепе тав турĕç. Эпир те питĕ савăнатпăр. Мухтанатпăр çакăн пек паттăрсем пирĕн хушăра пулнишĕн!

Кристина БАЙБАТОРОВА.

Çĕмĕрле районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.