Шупашкарти тата Хусанти институтсем килĕштерсе ĕçлĕç

9 Нарăс, 2018

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ пĕтĕмлетÿллĕ ăслăлăх сессине Раççей Ăслăлăх кунне халалланă.

Институт директорĕ Петр Краснов 2017 çулхи ĕçе пĕтĕмлетрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, ума лартнă пур тĕллеве те пурнăçланă. Ăслăлăх кăларăмĕсене кун çути кăтартма укçа-тенкĕ тивĕçлĕ чухлĕ уйăрса панин çимĕçĕ куç умĕнчех. Институт ĕçченĕсен вăйĕпе иртнĕ çул 23 кĕнеке пичетлесе кăларнă. Петр Степанович ку енĕпе Мускавра «Наука» издательствăра «Чуваши» кĕнеке тухнă кĕнекене палăртрĕ. Истори ăслăлăхĕсен докторĕ, институтăн наукăн тĕп сотрудникĕ Виталий Иванов çавăн пекех «Этнография чувашского народа» кăларăма редакцилесе вулакан патне çитерме те вăхăт тупнă. Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Родионов «Чувашский этнос: исследования по этнологии и мифопоэтике», Юрий Викторов Николай Овчинников художник çинчен статьясемпе материалсен пуххине, Илемпи Туркай «Нарспиана» монографи, Геннадий Дегтяров «Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ», Антонина Мордвинова А.И.Миттов произведенийĕсен каталогне кăларнă. Интитут ĕçченĕсен пĕрлехи вăйĕпе пичетленĕ «Чебоксарская старина: Николаевский женский монастырь» кĕнекене те вулакан кăмăлласа йышăнчĕ.

Петр Краснов çавăн пекех институтра иртнĕ мероприятисене, ăслăлăх ĕçченĕсем хутшăннă форумсемпе конференцисем пирки те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Иртнĕ çул республика, çавăн пекех Раççей культура, ăслăлăх кун-çулĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунă ентешсен юбилейĕсем пулчĕç. Мероприятисен пысăк пайне вĕсене халалланă. Сăмахран, кунта историк-ориенталист Никита Бичурин çуралнăранпа 240 çул, чăвашсен паллă этнографĕ тата фольклорисчĕ Петр Петров-Туринге çуралнăранпа 130 çул, Анатолий Миттов çуралнăранпа 85 çул тата ытти ăсчахăн, искусство çыннин паллă кунĕсемпе çыхăнтарнă. «Çавра сĕтелсен», ăслăлăх конференцийĕсен пĕр пайне Патшалăх символĕсен, ăслăлăхăн çивĕч ыйтăвĕсемпе йĕркеленĕ.

Чăваш ăсчахĕсен пĕтĕмлетÿллĕ сессине Тутарстанри ĕçтешĕ — Г.Ибрагимов ячĕллĕ Чĕлхе, литература тата искусство институчĕн директорĕн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен заместителĕ Олег Хисамов — хутшăнчĕ. Олег Ришатович парнесемпе — юлашки çулсенче кун-çути кăтартнă кĕнекесемпе — килнĕ. Тутар ăсчахĕсене кăштах ăмсанмалла та: самай сумлă ĕçсем пичетленĕ вĕсем. Хăна çавăн пекех хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе те паллаштарчĕ. Юлашкинчен икĕ институт ертÿлĕхĕ çыхăну тытса ĕçлесси пирки те чарăнса тăчĕç. Сăмахран, пирĕн ăсчахсем кăçал Тутарстанри йăхташсем пурăнакан тăрăхра археологи тĕпчевĕсем ирттересшĕн, Хусансем Чăваш Енри тутар-мишерсем патне экспедици йĕркелесшĕн. Çак ĕçсене хутшăнса пурнăçлани усăллă пулĕ тесе палăртрĕç сессире.

Мероприяти çакăнпа вĕçленмерĕ, сесси малалла вăл е ку ыйтупа уйрăммăн ĕçлерĕ. Пĕрремĕшĕнче, сăмахран, ăслăлăхăн аслă сотрудникĕ Вера Никифорова чăваш прозин XX-XXI ĕмĕрсен чиккинчи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен доклад турĕ. «Халăх чĕлхи — халăх чунĕ» сессире Александр Кузнецов «Чăваш диалектологийĕ: тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе тĕллевĕсем» ыйтупа калаçрĕ. «Чăваш халăхĕн ăс-хакăл культури» сессире Виталий Родионов, Ирина Кириллова, Ольга Терентьева, ыттисем сăмах илчĕç.

 

Теги: 

Комментари хушас