Шупашкарти форума Мускавра сÿтсе яваççĕ

Шупашкарта кăçал та «Раççей регионĕсем – çитĕнĕвĕн çĕнĕ хутлăхĕсем" экономика форумĕ иртмелле. Йăлана кĕнĕ мероприятие республика Правительствин Пуçлăхĕн çумĕ – экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин Мускавра экспертсемпе тата Чăваш Енри инвестици проектне хутшăнакансемпе сÿтсе явмалла.

Шупашкарти экономика форумне çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче пуçтарăнмалла. Юбилейлă (шучĕпе вăл вуннăмĕш хут иртет) курав лапамĕсене халех палăртнă. Форума килекенсене Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залне тата Чăваш наци вулавăшне йыхравлĕç. Кăçалхи программа ытти çулхинчен самай анлă пулĕ.

Çĕршывăн тĕп хулинчи ĕçлĕ тĕлпулсене Владимир Аврелькин паянпа ыран, пуш уйăхĕн 9-10-мĕшĕсенче, ирттерĕ.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. 2014 çулхи сăнÿкерчĕк

Комментари хушас