Шупашкарти аэропортра самолетсене машина кĕтсе илет

27 Пуш, 2017

Шупашкарти аэропорт çĕнĕ машинăпа пуянланнă. Вăл самолетсене кĕтсе илет, вĕсене çул кăтартать.

Ытти автомобильтен çĕнĕ транспорт тĕспе тата çутă диодлă таблопа уйрăлса тăрать. Ун çине: "FOLLOW ME", - тесе акăлчанла çырса хунине чăвашла куçарсан: "Ман хыççăн пыр", - тенине пĕлтерет.

Машинăн тĕллевне аэропортрисем самолетсене хăрушсăр çÿреме кирлипе сăлтавлаççĕ. Ку машина анса ларнă самолет патне чи малтан васкать иккен тата лайнерсене вĕçсе хăпармалли тата чарăнмалли полоса патне ăсатса хăварать.

www.hypar.ru

Комментари хушас