Шупашкартан - шĕкĕр те мăнаçлă Гамбурга

3 Авăн, 2014

Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем Куславккари интернат шкула ылтăн медальпе вĕренсе тухнă, чĕрĕк ĕмĕре яхăн Санкт-Петербургра пурăнакан Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕпе тата тренерĕпе Сергей Кирилловпа паллаштарнăччĕ. Ун чухне Сергей Александрович хăйĕн çемйипе тăван ене отпуска килчĕ, Шупашкарта Чăваш Енри кире пуканĕ йăтакансемпе тата тренерсемпе ирттернĕ пресс-конференцие хутшăнчĕ. Çак кунсенче Раççей çарĕн офицерĕ, çĕр-шыври чи паллă пăхаттирсенчен пĕри Нева хĕррине тухса каяс умĕн Пичет çуртне килсе "Хыпар" хаçат редакцийĕнче хăнара пулчĕ.

- Сергей Александрович, эпĕ сирĕнпе пĕрремĕш хут 1987 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче Кÿкеç поселокĕнче чăваш халăх хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри IV турнирта тĕл пултăм. Йăлана кĕнĕ çав ăмăртура ун чухне сирĕнтен çамрăкрах тата виçепе çăмăлтарах атлет пулман. Аса илĕр-ха, мĕнле майпа тата мĕншĕн ача чухнех тимĕр вăййипе туслашрăр.

- Тен, йывăр пурнăç кăштах хистенĕ пулĕ. Эпĕ, аннепе кăна ÿснĕскер, пĕрремĕш класран пуçласах Куславккари интернат шкулта вĕреннĕ. Ача чухне, пуçламăш классенче вĕреннĕ вăхăтра та чи пĕчĕккиччĕ. Çак хулара та, аннен тăван ялне кайсан та хамран темиçе çул аслăрах шухă яшсем манран йĕкĕлтесе кулкалатчĕç, хăшĕ-пĕри чышкаласа кÿрентеретчĕ. Пиллĕкмĕш класра чухне районти паллă атлет Иван Краснов физкультура урокĕсем ирттерме пуçларĕ. Тĕрлĕ вăйă тата гимнастика хăнăхтарăвĕсемпе усă курса йĕркелетчĕ вăл занятисене. Çав вĕренÿ çулĕнчен пуçласа маншăн физкультура юратнă предмет пулса тăчĕ. 6-мĕш класра эпĕ никам хистемесĕрех Иван Николаевич тăрăшнипе ĕçлеме пуçланă атлетизм секцине çÿреме пуçларăм. Спортри пирвайхи çитĕнÿсене шăпах унта ăсталăха туптанă чухне турăм.

1987 çулта кĕркунне Куславккара кире пуканĕ йăтассипе район чемпионатне ирттерчĕç. 32 килограмлă пукана çĕклессипе абсолютлă чемпион ятне ĕлĕкрех Вăрмар-Куславкка тăрăхĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе чапа тухнă 40 çулти пушарнăй Бронислав Чернов çĕнсе илчĕ. Пирĕн тренер-преподаватель Иван Краснов çăмăл виçеллĕ атлетсен ушкăнĕнче çĕнтерчĕ. Эпĕ вара 16 килограмлă кире пуканĕ çĕклессипе 48 килограмран çăмăл виçеллĕ шкул ачисен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнтăм.

Çавăн хыççăн тепĕр икĕ эрнерен Иван Красновпа Бронислав Чернов пире Кÿкеç поселокне "Коммунизм ялавĕ" хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен Пĕтĕм Раççейри IV турнирта вăй виçме илсе килчĕç. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ăмăртусенче чи çăмăл виçеллĕ ушкăнра çиччĕмĕш вырăн кăна йышăнтăм. Апла пулин те ăмăртусен тĕп судйи, Атăл тăрăхĕнчи паллă атлет Аркадий Александров тата йăлана кĕнĕ турнирăн чи хаклă хăни, Хусантан ятарласа килнĕ XXI Олимп вăййисен, темиçе хут тĕнче тата Европа чемпионĕ Николай Колесников штангист мана "Турнирăн чи çамрăк атлечĕ" ятарлă парнепе хавхалантарчĕç. Николай Алексеевич çав кунхине манăн алла чăмăртанă май çапларах каларĕ: "Маттур эсĕ, Сергей! Тимĕр вăййипе туслашса питĕ тĕрĕс тунă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн физкультура институтне кĕме тăрăш. Шанатăп: тепĕр 5-6 çултанах эсĕ çĕр-шыв чемпионатĕнче ăмăртма пуçлатăн..."

- Эсир XX-XXI ĕмĕрсен хутлăхĕнче Раççейри кире пуканĕ йăтакансен хушшинче пуринчен те ытларах çитĕнÿсем тунă пĕртен пĕр чăваш атлечĕ. 2010 çулччен тăван çĕр-шыв чысне хÿтĕлесе тĕнче чемпионĕ ятне ултă хут çĕнсе илнĕ, çавăн чухлех тĕнче кубокĕнче çĕнтернĕ. Вышкайсăр пысăк, тĕнче шайĕнчи чи яваплă ăмăртусенче вун икĕ ылтăн медаль çĕнсе илнисĕр пуçне Раççей тата Европа чемпионачĕсенче, Пĕтĕм Раççейри тата тĕнчери турнирсенче 60 ытла медале тивĕçнĕ.

- 1990 çулта Куславккари шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Иван Николаевич сĕннипе Санкт-Петербургри çар физкультура институтне вĕренме кайрăм. Кунта маншăн иккĕмĕш атте вырăнне çар институчĕн доценчĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Василий Муминов подполковник пулчĕ. Нева хĕрринчи аслă шкулта тренировкăсене пĕрремĕш курсра Василий Иванович ертсе пынипе ирттернĕ. 1992 çул вĕçнерех 60 килограмлă атлетсен ушкăнĕнче ăмăртса хула чемпионатĕнче çĕнтертĕм, унтан хам 20 çул тултарас умĕн Ленинград çар округĕнче те пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Мана кунта округри спорт клубĕн пуçлăхĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Чмыхало асăрхарĕ те çĕр-шывăн çитес çулхи чемпионатне хатĕрленес тĕллевпе пĕр уйăхлăха вĕренÿпе тренировка сборне хăварчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче Раççей чемпионачĕсенче кĕмĕл тата бронза медальсем çĕнсе илсен мана çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командине кĕртрĕç. 1994 çулта Беларуçра иртнĕ тĕнче кубокĕнче иккĕмĕш кăтартупа палăртăм. Çавăн хыççăн вун пилĕк çул Раççей чысне хÿтĕлерĕм, тĕнчен вун пĕр рекордне çĕнетме мехел çитертĕм.

- Сергей Александрович, çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа сире пултаруллă тренер пек те пĕлме пуçларĕç.

- Çирĕм çул каялла эпĕ Санкт-Петербург çар физкультура институтне хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм. Çавăнтанпах - Ленинград çар округĕнче, виçĕм çул майор званине пачĕç. Служба тивĕçĕсене пурнăçланă май 1996 çулта çар округĕн спорт клубĕн аслă тренерĕ пулса тăтăм. Манăн пĕрремĕш вĕренекенсенчен пĕри - Сергей Рачинский лейтенант. Вăл вун пилĕк çул каялла пуçласа Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче çĕнтерчĕ, Европа тата тĕнче чемпионĕ ятне темиçе хутчен çĕнсе илчĕ. Сергей хыççăн каярах тĕнчери чи яваплă ăмăртусенче манăн ытти вĕренекен - Александр Мельник, Михаил Паршов тата Йĕпреç районĕнчи чăваш каччи Владимир Петров вун-вун медаль çĕнсе илчĕç. Вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн мана "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ" хисеплĕ ят пачĕç. Тепĕр çулхине правительство наградине те - "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медале илтĕм, унтан Раççей Федерацийĕн оборона министрĕ мана алла çыхмалли ылтăн сехетпе чысларĕ.

Эпĕ спортри тата çар службинчи чылай çитĕнĕве тăван республикăри тĕп чăваш хаçачĕпе çыхăнтаратăп. 1987 çулта юпа уйăхĕн вĕçĕнче "Коммунизм ялавĕ" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ турнира хутшăнман, штанга йăтассипе Олимп вăййисен, тĕнче тата Европа чемпионĕпе Николай Колесниковпа курнăçайман пулсан, ахăртнех, эпĕ тĕнчипе паллă атлетсен тата тренерсен ретне тăраймастăмччĕ пулĕ. Турра шĕкĕр, мана, çурма тăлăх ÿснĕ чăваш ачине, Иван Краснов, Николай Колесников, Василий Муминов пек пархатарлă та сăпайлă çынсем, çавăн пекех чăваш халăх хаçачĕ "Хыпар" тата юратнă мăшăрăм Ирина пулăшнă. Эпир унпа пĕр тăрăхранах, вăл Муркар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Часах пĕр-пĕринпе паллашнăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитет.

- Юлашки çулсенче кире пуканĕ спорчĕ тĕнчере тата хамăр çĕр-шывра мĕнлерех аталаннине тата чи вăйлă атлетсен çитĕнĕвĕсене епле хаклатăр?

- Тимĕр вăййи - спортăн чи ватă енĕсенчен пĕри. Авалхи Элладăра, Египетра е Рим империйĕнчи чи вăйлă çынсем пирĕн эрăччен ирттернĕ ăмăртусенче тĕрлĕ металран е чулран хатĕрленĕ ятарлă снарядсем çĕклессипе вăй виçнĕ. Вăйлă та пархатарлă çынсенчен ытларахăшĕ чылай халăхăн хисеплĕ те юратнă арĕсем шутланнă.

Апла пулин те кире пуканĕ йăтассине çĕнĕ спорт енĕсенчен пĕри тесе палăртмалла. Раççейри пăхаттирсен çавăн пек пĕрремĕш чемпионатне, акă, 30 çул каялла кăна йĕркеленĕ. Чĕрĕк ĕмĕр каялла кире пуканĕ йăтассипе Пĕтĕм Союзри ăмăртусем ирттерме пуçларĕç, анчах та часах СССР никама пăхăнман вун пилĕк çĕр-шыва пайланчĕ.

1993 çулта Липецкра пуçласа тĕнче чемпионатне йĕркеленĕ. Кире пуканĕ йăтассипе тĕнче шайĕнчи çавăн пек пысăк ăмăртусене çитес çулсенче Казахстанри Усть-Каменогорск хулинче тата пирĕн шĕкĕр Шупашкарта ирттерчĕç. Вĕсенче 5-6 çĕр-шыври 250 пăхаттир таран вăй виçнĕ.

Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа тимĕр вăййи Европăн хĕвел анăç пайĕнче, Америкăри тата Азири чылай çĕр-шывра та анлă аталанма пуçларĕ. Кире пуканĕ спорчĕн Пĕтĕм тĕнчери союзĕ халĕ 40 ытла çĕр-шыври атлетсене пĕрлештерет.

Тĕнчен кăçалхи чемпионатне чÿк уйăхĕн 21-25-мĕшĕсенче Германири Гамбург хулинче ирттерме палăртнă. Унта алла яхăн çĕр-шыври 800 ытла атлет хутшăнма кăмăл тунă. Гамбургра тĕнче чемпионĕсене юниорсемпе çитĕннĕ атлетсен хушшинче уйрăммăн, çавăн пекех хĕрарăмсен ушкăнĕсенче палăртаççĕ. Официаллă чемпионат вĕçленсенех нимĕçсен шĕкĕр хулинче 50-70 çулсенчи спорт ветеранĕсен тĕнчери турнирĕ пуçланать.

Гамбургра ăмăртма путевка çĕнсе илес тесен пирĕн çĕр-шыври тимĕр вăййине юратакансен Шупашкарти "Спартак" физкультурăпа спорт комплексĕнче çак уйăхăн 25-мĕшĕнче пуçланакан Раççей кубокĕнче çĕнтермелле е парнеллĕ вырăн йышăнмалла. Иккĕленместĕп: тăван республикăн тĕп хулинче ирттерекен чи яваплă çак ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнассишĕн хăй вăхăтĕнче Елчĕк районĕнчи спорт шкулĕнче вĕреннĕ Сергей Соловьев, Вера Николаева, Александр Павлов, Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнчи паллă тренерăн Михаил Петровăн ывăлĕ, тĕнче спорт мастерĕ Владимир Петровпа вĕсен ентешĕсем, халĕ Санкт-Петербургри çар физкультура институчĕн курсанчĕ Марина Федорова тата унăн аслă тантăшĕ, тĕнче чемпионки Джанита Щербина /Павлова/ пĕтĕм вăйĕпе ăсталăхне кăтартма хатĕр. Ветерансен турнирĕнче Шăмăршă районĕпе Улатăр хулин хисеплĕ çыннисем, СССР тата Раççей спорт мастерĕсем Владимир Шуряковпа Валерий Притуленко тата кире пуканĕ спорчĕн Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн регионти уйрăмĕн ертÿçи Юрий Карпов ăнăçлă ăмăртасса шанатăп. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарта иртекен Раççей кубокĕн тĕп судйи пулма мана çирĕплетнĕ. Эппин, тепĕр çур уйăхран каллех Шупашкара таврăнатăп.

- Тавтапуç сире. Çывăх вăхăтрах сире тĕнчери тата çĕр-шыври чи вăйлă атлетсемпе тата Пĕтĕм Раççейри федераци ертÿçисемпе пĕрле хамăр тăван тĕп хуларах ăш пиллĕн кĕтсе илĕпĕр.

 

Петр СИДОРОВ калаçнă.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: