Шупашкартан - Олимп вăййисене
13 May, 2014 | Спорт

Çак кунсенче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çĕр-шыв атлечĕсем çĕртме уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче Китайра çамрăксен хушшинче иртекен Олимп вăййисене хутшăнма путевка çĕнсе илессишĕн тупăшнă.

Чăваш Ене 44 регионтан 232 спортсмен пухăннă. Икĕ кунра çăмăл атлетсем спортăн 17 енĕпе вăй виçнĕ. Аса илтермелле: тăватă çул каялла тĕнчери чи пысăк ăмăртура Раççей чысне хÿтĕлемешкĕн чи вăйлă атлетсене Шупашкарти тĕп стадионта суйласа илнĕччĕ. Пирвайхи Олимпиадăран пирĕн ентешсем те медальсемпе таврăннăччĕ. Ун чухне Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕреннĕ Екатерина Блескина 100 метрлă дистанцире чăрмавсем урлă чупса пĕрремĕш вырăн йышăннă, В.Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕнче дзюдо енĕпе ăсталăха туптакан Анна Дмитриева пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă, Раççей спорт мастерĕ Надежда Леонтьева хăвăрт утакансен тупăшăвĕнче «бронза» çĕнсе илнĕ. Çамрăксен кăçалхи Олимп вăййисене хăвăрт утас енĕпе çĕр-шыв чемпионатĕнче мала тухнă Мария Лосиновăн хутшăнма май пулĕ. Команда йышне Азербайджанри стартсен кăтартăвĕсем тăрăх палăртĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ