Шупашкарта скейт-парк уçăлнă

Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Çĕнĕ хула» микрорайонта 1000 тăваткал метр ытла лаптăк йышăнакан çĕнĕ скейт-парк уçăлнă.

Савăнăçлă çак пулăма халалласа çав кунах скейтбординг ăмăртăвĕсем иртнĕ. Спорт уявĕ республика çыннисене кăна мар, хăнасене те пуçтарнă. Ăмăртăва Хусантан, Чулхуларан, Ĕпхÿрен, ытти хуларан килнĕ спортсменсем те хутшăннă. Аслисем те, ачасем те спортăн çак тĕсне кăмăллакансен ăсталăхне курса тĕлĕннĕ. Тĕрлĕ трюксем, скейтпа тата ятарлă велосипедпа сывлăшра çаврăнни — кунта кăсăкли, чăнах та, нумай пулнă.
Сăмах май, Шупашкарти скейт-парк федерацин Атăлçи округĕнче чи пысăккисенчен пĕри шутланать. Юлашки çулсенче экстремаллă спорт вăй илсех пырать, спортсменсен шайĕ те ÿсет. Чăваш Енĕн тĕп хулинче ку парка уçнă чухне спортăн çак тĕсĕпе кăсăкланакансене аталанма майсем туса парассине тĕпе хунă та ĕнтĕ. Кунта çĕнĕ трюксем тума вĕренме, аталанма мĕн кирли йăлтах пур.

Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.