Шупашкарта регионсен тĕп архитекторĕсем канашларĕç

9 Çĕртме, 2017

Çĕртме уйăхĕн 8-12-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççей Федерацийĕн субьекчĕсен тĕп архитекторĕсен 40-мĕш канашĕ иртет.

Паян, çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче, иртнĕ пĕрлехи ларăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Федераци регионĕсен тĕп архитекторĕсен умĕнче каланă сăмахĕнче хула çыннисем хăйсем пурăнакан инфратытăма, вĕсен хăтлăхне лайăхлатма ыйтнине палăртрĕ. Çакă хула архитекторĕсен умне çĕнĕ тĕллевсем лартма, федераци саккунĕсене улшăнусем кĕртме хистет. «Çынсем паян хваттер çеç туянмаççĕ, хăтлă пурăнмалли вырăн та ыйтаççĕ. Пирĕн пĕрлехи тĕллев – вĕсен кăмăлне тивĕçтересси», - терĕ Михаил Игнатьев.

Пĕрлехи ларура федерацин Строительство тата пурăнмалли çурт-йĕр министерствин департаменчĕн директорĕ Оксана Демченко, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, федераци субьекчĕсен тĕп архитекторĕсен канашĕн председателĕ Александр Кузьмин, Раççей архитекторĕсен союзĕн президенчĕ Николай Шумаков, федерацин Экономика аталанавĕн министерствин департаменчĕн директорĕ Елена Чугуевская, федерацин Культура министерствин департаменчĕн директорĕ Владимир Цветнов, ыттисем сăмах каларĕç.

Комментари хушас