Шупашкарта "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" чупу иртет

22 Нарăс, 2020

Шупашкарти биатлон центрĕнче "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" чупу пуçланчĕ. Старта тĕрлĕ ÿсĕмри 3000 ытла çын: шкул ачисемпе студентсем, тĕрлĕ предприяти-организацире ĕçлекенсем, спортпа туслă çемьесем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан ветерансем тухрĕç.

Ăмăрту яланхи пекех вип-чупуран пуçланчĕ. Йĕлтĕрçĕсем 3-10 метрлă дистанцисенче тупăшаççĕ. Ăмăртăвăн тĕп судйи пулма кăçал спортăн тĕнче класлă мастерне Татьяна Акимова биатлонисткăна шаннă. Спорт уявне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Моторин, Шупашкар хулин ертÿçисем Алексей Ладыковпа Евгений Кадышев тата ыттисем хутшăнчĕç, йĕлтĕрçĕсене ăнăçу сунчĕç.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас