Шупашкарта путевка салатаççĕ

Ывăл-хĕрне ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсене ярас тĕллевлисенчен /Шупашкарта пурăнакансенчен/ акан 14-мĕшĕнче ыйтусем йышăнма пуçланă та ĕнтĕ.

Хулари шкулсенче вырнаçтарнă мĕн пур 249 оператор та ĕçе пуçăннă. Кашниех автоматизациленĕ тытăма кĕрет. Унта пурĕ 5465 путевка вырнаçтарнă. 1-мĕш смена валли 1518 вырăн уйăрнă, 2-мĕш сменăна — 1275, 3-мĕшне 1257 путевка лекет, 4-мĕшне — 1415.

Ыйтусене тÿрех тăватă сменăшăн йышăнаççĕ. Пĕрремĕш кунах хулари ачасене уйăрса панă путевкăсен 84 процентне — 4589 вырăна — йышăннă та ĕнтĕ.

Ĕçе паян ирхи 9.00 сехетре малалла тăснă. Операторсем ирхи 9 сехетрен пуçласа 17 сехетчен /тунти кун — эрне кун/, шăмат кун вара 9 сехетрен пуçласа 10 сехетчен йышăнаççĕ.

 

Татьяна НАУМОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас