Шупашкарта наци кил картишӗ кӗрлет
24 Jun, 2017 | Культура | уявсем

Тӗп хулари Хӗрлӗ тӳремре Чаваш Енри районсемпе хуласен этнокультура кил картишӗ ĕҫлеме пуҫларӗ.

Кунта республикăри пĕтӗм ял-хула хутшӑнать. Унсӑр пуҫне Саратов тӑрăхĕнчи чăвашсен "Ентеш" наципе культура автономийӗ хӑйӗн кил картишӗпе килсе ҫитнĕ. Калмантай ялӗнчи этнографи музей ертӳҫи Василий Андюков тĕрлӗ экспонат тăратнă.

Эдуард БАХМИСОВ, Чăваш наци конгресĕнчи "Чӑваш ялӗ" комитет ертӳҫи:

- Кăҫал кил картисен содержанийӗ питӗ пуян. Вӗсем тӗрлӗ енлӗ. Сӑмахран, Сӗнтӗрвӑрри пулӑ енӗпе ӗҫлет, Муркаш пылпа пуян, Улатӑр вара - вӑрманпа. Ҫаксем пурте кил картинче сӑнланнӑ. Ҫитменлӗх те пур: халӑх кил картишӗ валли вырӑн сахал. Ҫавăнпа темӑна уҫса кӑтартаймаҫҫӗ. Ҫитес ҫул ҫакна шута илмеллех.

Валентина ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас