Шупашкарта кăтартакан этника тата регионти фильмсен конкурсне АПШ киновечĕ хак парĕ

2 Çу, 2018

Кăçалхи Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль çу уйăхĕн 21-25-мĕшĕсенче иртĕ. Bлемлĕ фильмсен конкурсĕн жюри председателĕ — Раççей тата совет кинорежиссерĕ, Раççей халăх артисчĕ Александр Прошкин сценарист. Жюрире çавăн пекех Карина Андоленко актриса, Артем Васильев композитор, АПШ кинокритикĕ Владимир Падунов пулĕç.

Тĕп конкурса «Бесконечный человек» /Хью Салливан, АПШ/, «Скоро все кончится» /Алексей Рыбин, Раççей/, «Рок» /Иван Шахназаров, Раççей/, «Золотая рыбка» /Александр Галибин, Раççей/, «Нагорная проповедь» /Йоо Йоунг Уи, Кăнтăр Корея/, «Турецкое седло» /Юсуп Разыков, Раççей/, «Голова. Два уха» /Виталий Суслин, Раççей/, «Прохожий» /Дамба Байарсайхан, Монголи/, «Ничей» /Евгений Татаров, Раççей/ ĕçсене тăратнă.

Этника тата регионти фильмсен конкурсне Пушкăрт, Тутар, Чăваш, Саха-Якут тата Бурят республикисенчи 15 ĕç хутшăнĕ. Вĕсене Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсен киновечĕ Ненси Конди жюри председателĕ пулса хак парĕ. 

Рубрика: 

Комментари хушас