Шупашкарта «Ирĕклĕх пикине» палăртнă

28 Çурла, 2017

Ĕнер Шупашкарта халиччен пулман илемлĕх конкурсĕ иртнĕ. «Ирĕклĕх пики – 2017» ят панăскере çынсене социаллă пулăшупа хÿтлĕх кÿрекен «Ирĕклĕх» организаци Чăваш Енĕн Общество палати пулăшнипе йĕркеленĕ.

Илемлĕх конкурсне ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен чирлисем, пурĕ ултă хĕр, Чăваш Енĕн тата Мари Элăн тĕп хулисенчен пуçтарăннă. Вĕсене ЧР Общество палатин Аппарачĕн ертÿçи Татьяна Николаенко саламласа телей тата пысăк юрату суннă.

Конкурса хутшăннă Шупашкар хĕрĕсенчен Татьяна Сабакаева «Хăйнеевĕр пике», Сания Хустнутдинова «Куракансене килĕшнĕ пике», Ольга Ребко «Пултарулăх пике», Анна Блинова «Чеченлĕх пике» ята тивĕçнĕ. «Ирĕклĕх пики – 2017» конкурсăн вице-пики тесе Йошкар-Олари Анна Матвеевăна палăртнă. Кÿршĕллĕ регионти Ольга Пасеева «Ирĕклĕх пики – 2017» пулса тăнă.

 

Рубрика: 

Комментари хушас