Шупашкарта «Çамрăк машиностроитель» конкурс иртет

24 Чÿк, 2017

Тĕрлĕ техникум-колледжра вĕренекен, ĕç профессийĕсене суйланă çамрăксем çулленех олимпиадăсенче, конкурссенче ăсталăхне тĕрĕслеççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе пайлашаççĕ. Паян Шупашкарти машиностроени техникумĕнче «Çамрăк машиностроитель» конкурс старт илчĕ. Республикăра пуçласа иртекенскере 25 çамрăк хутшăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕп хулари электромеханика колледжĕнче, машиностроени техникумĕнче, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренет. Чăваш Енри тĕрлĕ предприятире тăрăшакан çамрăк инженерсемпе конструкторсем те професси ăсталăхне тĕрĕслеме кăмăл тунă.

Конкурса хутшăнакансем «Чи лайăх конструктор», «Чи лайăх инженер», «Чи лайăх технолог» номинацисенче çĕнтерессишĕн тупăшаççĕ. Вĕсен уйăрса панă вăхăтра тĕрлĕ задани пурнăçламалла: тест витĕр тухмалла, компьютерти ятарлă программăпа ĕçлемелле, чертеж ÿкермелле, словарьпе усă курса акăлчан чĕлхинчен ятарлă текст куçармалла… Конкурсçăсен ĕçне опытлă преподавательсем, инженерсем, конструкторсем хаклаççĕ.

Юлашки вăхăтра ĕç профессийĕн сумĕ ÿсет. ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин пай пуçлăхĕн Марина Николаевăн шухăшĕпе, кунашкал конкурс пултаруллă çамрăксене аталанмашкăн майсем туса парать. Марина Анатольевна тĕп хулари электромеханика колледжĕ çумĕнче компетенци центрĕ пурри те çамрăксен ăсталăхне ÿстерме пулăшнине палăртрĕ.

Екатерина КИРИЛЛОВА, Шупашкарти «Промтрактор» завод ĕçченĕ:

Эпĕ кунашкал конкурсра иккĕмĕш хут хутшăнатăп. Шупашкарти машиностроени техникумĕнче вĕреннĕ чухне те хамăн пĕлĕве тĕрĕсленĕччĕ. Маншăн чи тĕлĕнмелли — çак конкурсра эпĕ пĕртен-пĕр пике пулни. Паллах, çакă мана питĕ хумхантарать. Каччăсемпе тупăшасси çăмăл ĕç мар-çке! Эпĕ «Чи лайăх технолог» номинацире тупăшатăп. Тÿрех калам: заданисем питĕ йывăр. Словарьпе усă курса акăлчанран техника текстне куçарасси мĕне тăрать! Тепĕр тапхăрта та çăмăлах пулмĕ, паллах. Конкурса çĕнтерес шухăшпа хутшăнтăм, çавăнпа ăнăçу ман енче пуласса питĕ шанатăп.

Рубрика: 

Комментари хушас